Сувар

Эсир радио итлетӗр-и?

Кашни çул апрелӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчепе радио юратакансем хăйсен «професси» уявне ирттереççӗ. Уяв ячӗ те «Пӗтӗм тӗнчери радиона юратакансен кунӗ», тесе янрать. Раççей те уява хутшăнмасăр юлмасть. Обществосем, секцисем, кружоксем тӗрлӗ мероприятисене хаваспах хутшăнаççӗ. Вӗсем унта радио ӗçӗ пирки каласа парса, хăйсен уявне паллăрах тума тӗллевпе ӗçлеççӗ. Çакăн пирки те...

Кашни çул апрелӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчепе радио юратакансем хăйсен «професси» уявне ирттереççӗ. Уяв ячӗ те «Пӗтӗм тӗнчери радиона юратакансен кунӗ», тесе янрать. Раççей те уява хутшăнмасăр юлмасть. Обществосем, секцисем, кружоксем тӗрлӗ мероприятисене хаваспах хутшăнаççӗ. Вӗсем унта радио ӗçӗ пирки каласа парса, хăйсен уявне паллăрах тума тӗллевпе ӗçлеççӗ.
Çакăн пирки те каласа хăвармалла. 1925 çулăн апрелӗн 18-мӗшӗнче Париж хулинче Пӗтӗм тӗнчери радио юратакансен союзӗ йӗркеленсе кайнă. Паянхи куна вара çак союзăн шутне 150 çӗршывăн çыннисем кӗреççӗ. Радиона 1895 çулта Раççей çынни Александр Попов шутласа кăларни те пире мăнаçлантарать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: