Сувар

Этнографин пысăк диктанчӗ чăвашсемсӗр иртмест

Пӗлтӗр ноябрӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ «Этнографин пысăк диктанчӗ» Пӗтӗм Раççей акцийӗнче Тутарстан 23 балл пухса Раççейре иккӗмӗш вырăн йышăнчӗ. Унта пӗтӗмпе 1400 çын хутшăнса диктант çырчӗ. Паллах, лайăх кăтарту. Уйрăмах палăртма кăмăллă, этнографи диктантне йӗркелесе ирттерме республикăри чăвашсем те хастар хутшăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри - Нурлатри Халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ, районти ЧНКЦ...

Пӗлтӗр ноябрӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ «Этнографин пысăк диктанчӗ» Пӗтӗм Раççей акцийӗнче Тутарстан 23 балл пухса Раççейре иккӗмӗш вырăн йышăнчӗ. Унта пӗтӗмпе 1400 çын хутшăнса диктант çырчӗ. Паллах, лайăх кăтарту. Уйрăмах палăртма кăмăллă, этнографи диктантне йӗркелесе ирттерме республикăри чăвашсем те хастар хутшăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри - Нурлатри Халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ, районти ЧНКЦ ертӳçи Галина Владимировна Терентьева.

Паян, мартăн 15-мӗшӗнче, ТР Культура министерствин Обществăлла канашӗн ларăвӗнче иртнӗ çулхи ӗçсене пӗтӗмлетнӗ май, ӗçре палăрнисене те чысларӗç. Татьяна Владимировнăна та акă, этнографи диктантне йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн ТР Культура министерствин Тав çырăвӗпе чыларӗç. Саламлатпăр! Малашне те тăрăшса ӗçлеме иксӗлми вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: