Сувар

Фонограммăпа юрласси йăлана кӗрсе пырать пулмалла

Ӗнер, мартăн 13-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче литературăна çывăх çынсем чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев 75 çул тултарнине уявларӗç. Унта чăваш халăх поэчӗсем Юрий Сементерпе Валери Туркай та хутшăнчӗç. Юбиляра саламлакансен хушшинче ЧР культура министрӗ Константин Яковлев та пурччӗ. Ăна Порфирий Афанасьев сцена çине хăй çумне лартрӗ. Поэт сăввисене çак...

Ӗнер, мартăн 13-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче литературăна çывăх çынсем чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев 75 çул тултарнине уявларӗç. Унта чăваш халăх поэчӗсем Юрий Сементерпе Валери Туркай та хутшăнчӗç. Юбиляра саламлакансен хушшинче ЧР культура министрӗ Константин Яковлев та пурччӗ. Ăна Порфирий Афанасьев сцена çине хăй çумне лартрӗ.
Поэт сăввисене çак уявра И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн студенткисем илемлӗн вуласа пачӗç. Юрă ăстисем хитрен юрларӗç. Юлашкинчен Пушкăртстанри чăвашсен юррине юрлакан ятлă кинеми, фонограмма çыртарнă сассипе çынсем умӗнче çăварне кăна кирлӗ пек уçкаласа тăчӗ. Хăш чух ăна та тӗл лектереймерӗ. Çыртарнă юрă вӗçленсен пухăннă çынсем ним пулман пек алă çупрӗç. Анчах та тӗлӗнтерекенни кунта вăл мар - çак ӗç-пуç çине культура министрӗ пăхса ларни. Унран та именмеççӗ-ши вара намăссăрсем? Тӗрсӗлӗхе хирӗç тăма çук. Пирӗн видеоçирӗплетӳре çакă курăмлăн палăрать. Çавна май ыйту çуралать: фонограммăпа тухса юрлани - çынсене улталани пулать-и е юрăç пултарулăхне (студире хăй сассипех çыртарнă вӗт!) кăтратмалли ансат меслет кăна-и вăл?

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: