Сувар

Пирӗншӗн футбол пуçланать кăна-ха

Хăйӗн кун-çулне «ЧНКА» команди 2017 çулта пуçларӗ. Ку вăл çӗнӗ команда, унăн историйӗ çук, анчах ушкăн капитанӗн Алексей Егоровăн шухăшӗпе, çамрăксен ăна чаплă тăвас кăмăлӗсем пысăк. Команда шăнăрӗ - Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнин каччисем. Вӗсем пурте пӗрле футбол выляса ӳснӗрен, çак хăнăхăва салтакран таврăнсан та пăрахман. Районти футбол тата мини-футбол...

Хăйӗн кун-çулне «ЧНКА» команди 2017 çулта пуçларӗ. Ку вăл çӗнӗ команда, унăн историйӗ çук, анчах ушкăн капитанӗн Алексей Егоровăн шухăшӗпе, çамрăксен ăна чаплă тăвас кăмăлӗсем пысăк.

Команда шăнăрӗ - Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнин каччисем. Вӗсем пурте пӗрле футбол выляса ӳснӗрен, çак хăнăхăва салтакран таврăнсан та пăрахман. Районти футбол тата мини-футбол турнирӗсенче нумай çул ăнăçлă вылянă хыççăн вӗсем хăйсене çӗнӗ шайра тӗрӗслесе пăхас тенӗ. Командăна Хусанти тата республикăри ытти районсенчи юлташӗсемпе пуянлатса Хусанти футбол выляма юратакансен лигине кӗме шут тытнă.

- Команда йӗркеленет кăна-ха. Хăш-пӗр вылякансемпе нумай пулмасть кăна паллашрăмăр, теп­рисем хальхи пек турнирсенче выляса та курман. Сезон пуçланиччен икӗ хутчен çеç тренировка ирттертӗмӗр. Çакă малтанхи вăйăсенче команда пӗрлӗхӗ çине витӗм кӳчӗ те. Çăмăлах пулмарӗ, - тет Алексей. - Çапах та, çакна пăхмасăрах, ман шутпа пирӗн команда хăйне евӗрлӗ футбол кăтартса «Д» Серин шайне тытса пыраять.

«ЧНКА» клубӗн уйрăмлăхӗ - тăрăшулăх. Енчен те командăн вăйăра мӗн-тӗр пулса пымасть-тӗк, никам та пуçне усса хыçалтан лӗпӗстетсе çӳремест, пурте финал шăхличӗ янăриччен кӗрешеççӗ. Çакă кашнинчех çӗнтерӳ патне ăнтăлма хавхалантарать.

Кăçал каччăсем ума нумай тӗллев лартнă: хăйсен выляс уйрăмлăхне тупса куракансене илемлӗ футбол кăтартасси тата, паллах, кам çӳллӗрех лигăра вылясшăн мар? Çавна май трансфер вăхăтӗнче команда çӗнӗ вылякансемпе пуянланчӗ.

- «ЧНКА» футбол команди кăна мар. Стадион тулашӗнче те эпир пӗр-пӗринпе нумай хутшăнатпăр. Ушкăнпа канатпăр, пӗр-пӗрне пулăшатпăр, пурнăçри мӗнле лару-тăрура та пӗрле пулма тăрăшатпăр, - каласа парать капитан. - Команда чăваш обществи çумӗнче шутланса тăрать пулин те, пирӗн патра ытти халăх çыннисем те çук мар. Ку, ман шутпа, пирӗн командăна хăватлăрах кăна тăвать. Пӗтӗмӗшле илсен, эпир Хусанта футбол клубӗ пек йӗркеленсе кайнăшăн «Сувар» хаçатпа чăваш обществине тав тăвас килет. Дмитрий Анатольевич Самаренкина финанс ыйтăвӗсенче тӗрев панăшăн уйрăм тав сăмахӗсем калатпăр.

Сезон пуçламăшне кашни футболист чăтăмсăр кӗтет. Кашни эрнере çӗнӗ командăна хирӗç выляни питӗ хавхалантарать. Мӗнле-тӗр матча уйрăммăн палăртма та çук, мӗншӗн тесен турнир пуçламăшӗнче эпир вăйлă командăсене хирӗç вылянă иккен, - тет Алексей Егоров. - Çакна командăсен турнир таблицинче хальхи вырнаçăвӗ кăтартса пачӗ. Çавăн пекех пире малашне те интереслӗ вăйăсем кӗтеççӗ. Енчен те «Д» Серине илес пулсан, кунта вăйсемпе тан командăсем сахал мар, çавăнпа та çӳллӗ вырăнсемшӗн кӗрешесси - малашлăхра. Лигăри мӗнпур хутшăнакана аманмасăр выляма, судьясене тӳрӗ кăмăлпа ӗçлеме сунас килет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: