Сувар

Футбол. Умра тата икӗ вăйă-ха

Чăваш çамрăкӗсен «ЧНКА» футбол команди сезон тăршшӗпех ăнăçу хыççăн ăнăçу турӗ. Хусанти футбол юратакансен лигин Д серийӗнче пӗр хушă пӗрремӗш вырăнта та пытăмăр. Шел те, юлашки вăйăра ăнăçу пирӗн енче пулмарӗ. Октябрӗн 29-мӗшӗнче чăваш ачисем «Торпедо» командăна выляса ячӗç. Пӗрремӗш тайм 0:0 шутпах вӗçленчӗ-ха, анчах иккӗмӗшӗнче «Торпедо» футболисчӗ Руслан Замиров...

Чăваш çамрăкӗсен «ЧНКА» футбол команди сезон тăршшӗпех ăнăçу хыççăн ăнăçу турӗ. Хусанти футбол юратакансен лигин Д серийӗнче пӗр хушă пӗрремӗш вырăнта та пытăмăр. Шел те, юлашки вăйăра ăнăçу пирӗн енче пулмарӗ. Октябрӗн 29-мӗшӗнче чăваш ачисем «Торпедо» командăна выляса ячӗç. Пӗрремӗш тайм 0:0 шутпах вӗçленчӗ-ха, анчах иккӗмӗшӗнче «Торпедо» футболисчӗ Руслан Замиров пирӗннисен хапхине икӗ хутчен гол кӗртрӗ. Çапла турнир таблицинче эпир хальлӗхе пиллӗкмӗш вырăнта. Анчах пӗтӗмлетӳ тума иртерех-ха, сезон вӗçлениччен «ЧНКАн» тата икӗ вăйă вылямалла. Çитес тӗлпулу унăн ноябрӗн 5-мӗшӗнче пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: