Сувар

Гран-при кăçал акрельсен

(Алексей ПИМЕНОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ирттермессерен çак конкурс сцена çине ытларах та ытларах юрăçа кăларать. Юрă тӗлӗшӗнчен хальхисене те юрлаççӗ унта, авалхисене те. Çавăнпа илемлӗ-тӗр те Тутарстанри чăваш юрăçисен «Чăваш шăпчăкӗ» республика конкурсӗ. Унăн прописки Аксура пулса тăнине те хăнăхрӗç пулмалла ытти районсем. Аксу, Нурлат, Элмет, Анат Кама, Спас, Çарăмсан, Чистай...

(Алексей ПИМЕНОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ирттермессерен çак конкурс сцена çине ытларах та ытларах юрăçа кăларать. Юрă тӗлӗшӗнчен хальхисене те юрлаççӗ унта, авалхисене те. Çавăнпа илемлӗ-тӗр те Тутарстанри чăваш юрăçисен «Чăваш шăпчăкӗ» республика конкурсӗ. Унăн прописки Аксура пулса тăнине те хăнăхрӗç пулмалла ытти районсем. Аксу, Нурлат, Элмет, Анат Кама, Спас, Çарăмсан, Чистай районӗсенчисем кăна мар, инçетри Çӗпрел, Теччӗ, Пăва, Кайпăç тăрăхӗнчисем те килнӗ, Хусанпа Çырчалли хулисенчисем те юлман - пурӗ 200 ытла конкурсант хутшăнчӗ 12-мӗш хут иртнӗ «Чăваш шăпчăкӗ» конкурса.

Кун пек чăваш уявӗсенче пӗрремӗш хут пулаканăн куçне шурăпа хӗрлӗ тӗслӗ капăр тум йăмăхтарать, паллах. Наци тумӗн капăрлăхӗпе Атăл тăрăхӗнче те пире çитекен çук пулӗ. Арçынсем кăна темшӗн тӗрленӗ шăлаварпа галстук тăхăна пуçларӗç. Çапах та кунта чи шăпчăк саслисене палăртма килнӗ, шалти туйăма, чунрине юрă уçса патăр.

Юратаççӗ Тутарстанри чă­ваш­сем çак конкурса. Çынсен кăмăлӗсенче сисӗнет ку. Халăх юррин илемӗ вара хăйне евӗр. Тӗрлӗ ялта тӗрлӗрен шăранать чăваш куплечӗ, кунта маçтăрӗсенчен те килет, кӗвӗ калаканӗсенчен те. Конкурса чи лайăх юрăсене кăна илсе килеççӗ. Аксура пурăнакансем апрелӗн 28-мӗшӗнче кунӗпех чăваш юррине итлесе киленме пултарчӗç. Эстрада юррисем - йăлана кӗнисем пулчӗç пулсан, халăх юррисен ярапи самай анлăччӗ. Уйрăмах Аксу районӗнчи Сӗнчел, Çӗнӗ Аксу ялӗсенчи ушкăнсем палăрчӗç ку ӗçре. Хусансем те кӗвӗ калаканӗсемпе тата йышӗпе тӗлӗнтерчӗç. Жюрие çăмăл пулмарӗ. Унăн ӗçне ытти çулти пек, килен-каян артист мар, ЧР тата ТР музыка искусствин паллă представителӗсем хутшăнчӗç. Çавăнпа та пӗтӗмлетӳсем иккӗлентермеççӗ.

Сумлă хăнасенчен «Чăваш шăпчăкӗ» конкурсăн Гала-концертӗнче ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов, Аксу муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов саламларӗç пухăннисене. Паллă ӗнтӗ, кун пек чухне Хисеп хучӗсем, Дипломсем парасси йăлара.

- «Шăпчăк» вăл - халăх йăли, çитӗнекен ăрусене сцена çине кăларакан механизм. Кама-тăр чăваш пулма пулăшать, кама-тăр халăх культурине тарăнрах ăнланма, - тет Алексей Наумов композитор. - Çавăнпа та вăл республикăна кирлӗ, ăна аталанма пулăшмалла, патшалăхăн ытларах укçа-тенкӗ уйăрмалла.

Йӗркелекенсем пирки те пӗр-ик сăмах калас килет. ТР ЧНКА Канашӗн хастарӗсенчен пӗри Артем Носков тата «Аталан» çамрăксен ушкăнӗ чăваш юррин фестивалӗ лайăх ирттӗр тесе самай тăрăшрӗç. Шупашкартан ертсе пыракансене те чӗнтерме пултарнă, «Паха тӗрӗ» фабрикăн куравне те илсе килнӗ.

Конкурсăн Гран-прие Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнчи «Çăлкуç» ансамбль (ертӳçи Л.Квакова) «Ниме юррипе» тивӗçрӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: