Сувар

Халăх календарӗ.Май

22-мӗшӗ - халăх календарӗпе - Микула. Енчен те пилеш кая юлса чечеке ларчӗ пулсан, кӗркунне вăраха тăсăлать. Çак кун çумăр çуни Турă парни шутланнă. 23-мӗшӗ - май уйăхӗнчи çумăр мӗнле, ыраш çапла пулать теççӗ. Май уйăхӗнчи çумăр тырăсене хăпартать. Çак кун пуçтарнă сиплӗ курăк уйрăмах усăллă. 24-мӗшӗ - çак кун...

22-мӗшӗ - халăх календарӗпе - Микула. Енчен те пилеш кая юлса чечеке ларчӗ пулсан, кӗркунне вăраха тăсăлать. Çак кун çумăр çуни Турă парни шутланнă.

23-мӗшӗ - май уйăхӗнчи çумăр мӗнле, ыраш çапла пулать теççӗ. Май уйăхӗнчи çумăр тырăсене хăпартать. Çак кун пуçтарнă сиплӗ курăк уйрăмах усăллă.

24-мӗшӗ - çак кун йӗпе-сапа-тăк, çулла та çапла пулать.

25-мӗшӗ- хӗвел хӗрелсе тухсан пушарсем пулассине систерет.

26-мӗшӗ - ăшă çилпе пӗрле вăрăмтунасем тухаççӗ. Вӗсем нумай пулсан, сӗлӗ ăнса пулать. Çук-тăк, курăк та шӗвӗ пулать, лайăх ӳсмест.

27-мӗшӗ - тăм ӳкме пăрахать. Енчен çак кун сивӗ-тӗк, çăвӗпех сивӗ пулать. Ăшă тăрсан хăяр ăнса пулать.

28-мӗшӗ - ăшă кунсем пуçланаççӗ.

29-мӗшӗ - çак кун пилеш чечеке ларчӗ-тӗк, малалла ăшă кунсем кӗтеççӗ.

30-мӗшӗ - çӗнӗ уйăх тухнă вăхăт пулсан, çулла йӗпе-сапа килет.

31-мӗшӗ - юман çулçи сарăлса çитет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: