Хамăра хамăр хисеплемелле
Мана, Раççей çыннине, эпир ытла Америка енне туртăна пуçлани килӗшме чарăнчӗ. Пушшех те, çак тӗнче гегемонӗ пирӗн пурнăçа витӗмлеме пуçлани кăмăла каймасть. Тӗслӗхрен. Нумай пулмасть «Хелуин» текен америка уявне пӗтӗм студент куçне-пуçне тискерлетсе уявларӗ-тӗр. Садикри ачасем таранччен пӗлеççӗ çав уяв çинчен. Эсир мӗн, Америкăра пирӗн Çăварнипе Мăнкуна çавăн пекех уявлаççӗ...
Мана, Раççей çыннине, эпир ытла Америка енне туртăна пуçлани килӗшме чарăнчӗ. Пушшех те, çак тӗнче гегемонӗ пирӗн пурнăçа витӗмлеме пуçлани кăмăла каймасть. Тӗслӗхрен. Нумай пулмасть «Хелуин» текен америка уявне пӗтӗм студент куçне-пуçне тискерлетсе уявларӗ-тӗр. Садикри ачасем таранччен пӗлеççӗ çав уяв çинчен. Эсир мӗн, Америкăра пирӗн Çăварнипе Мăнкуна çавăн пекех уявлаççӗ тесе шутлатăр-и? Йăнăшатăр.
Тепӗр самант. Суйлавсем. Иккӗмӗш эрне телевизорпа кашни информаци каналӗ çуршар сехет америкăри суйлав кампанийӗ мӗнле иртни пирки хыпарлать. Çавсене пăха-пăха Трамппа Клинтон кӳршӗ ялта пурăннă пек туйăна пуçларӗ ӗнтӗ. «Россия-24» паташалăх каналӗшӗн икӗ кун ӗнтӗ Америкăри президент суйлавӗсӗр пуçне урăх пӗлтерӗшлӗ хыпар сăлтавӗ çук. Çав вăхăтра лешсем пирӗн дипломатсене суйлав участокӗсене сăнама та кӗртесшӗн мар.
Виççӗмӗшӗнчен. Трамп çӗнтертӗр тесе Раççей Америкăри суйлав çине витӗм кӳрет текенсем те, ман шутпа, йăнăшаççӗ. Хăлхашăн çепӗç ку сăмах, паллах, ăна шанас та килет-тӗр, çапах та ун пек витӗмлеме пирӗн ресурссем çителӗксӗр. Украинăна кăна илер. Трамп президента ларсан Сирири вăрçă чарăнать тени тӗрӗслӗхе çывăх-тăр, мӗншӗн тесен унăн оппонетчӗ Клинтон Барак Обаман патшалăх секретарӗ пулнă чухне Ливири вăрçа пуçарса яраканнисенчен пӗри пулчӗ. Вăрçă çинче пуякан хӗç-пăшал сутуçисем унăн суйлав кампанийӗн спонсорӗсем.
Доллар. Йăлтах унăн витӗмӗпе пулса иртет. Пирӗн чӗртавар экспортлакан экономика нефть хакӗпе çыхăннă. Тӗнчере нефте долларпа хаклаççӗ. Доллар - Америка укçи. Çапларах пăхăнтарать пире ют çӗршыври укçа.
Кам çӗнтерсен те пире нихăш Америка президенчӗпе те çăмăл пулман. Хеллоу!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....6300
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ8000
-
23 февраля 2021 - 20:51«Сувар» авторӗн Альберт Кольцовăн çӗнӗ кӗнеке тухрӗ – кайăксем çинчен Кӗнеке авторӗ кайăк-кӗшӗкӗн пурнăç циклне кăна мар характерне, тыткаларăшне лайăх пӗлни курăнать. Килти кайăка мӗнле пăхса ӳстермеллине, ӗрчетмеллине вара унран аванрах пӗлекен çынна, чăнах, пӗлместӗп.11800
-
23 февраля 2021 - 20:03Чăваш кино кунӗсем Хусанта старт илчӗç Ура! Пӗрремӗш хут Тутарстанра Чăваш кино кунӗсем иртеççӗ. Анлă мероприяти Хусанта старт илчӗ. Тӳрех калатăп, кинолентăсем çав тери пӗлтерӗшлӗ те паха шайра пуласса малтан шутламанччӗ, кӗтменччӗ. Пысăк тав Чăваш Ен кинематографисчӗсене чăваш культурипе историне тӗпе хурса çакăн пек картинăсем ӳкернӗшӗн. Хусанта Кино кунӗсем старт илни вара ăнланмалла япала. Урăхла мӗнле-ха? Ӗлӗк та Хусан хули чăваш культури аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ те паллă хула пулнă, халӗ те вăл пирӗн историпе тачă çыхăнура тăрать. Ырантан Чăваш кино кунӗсем Тутарстанри районсенче пуçланаççӗ. Куракансен тăватă кинокартинăпа паллашма май пулать. Çавсен шутӗнче: «Юман», «В красном море», «Наследие», «Туса лартăп шурă çурт».9900
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.6801
-
19 февраля 2021 - 09:54Юратнă аттене, кукаçее, асаттене, тăвана чун-чӗререн юратса юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Юрий Григорьевич НИКИТИН февралӗн 7-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ9102
-
19 февраля 2021 - 09:48Чăваш Енри пӗтӗм тăванӗсем саламлаççӗАксу поселокӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Çарăмсан районӗнчи Анат Каменка участокӗнче тăрăшакан врач, юратнă Алевтина Александровна ПРОСВИРКИНА февралӗн 19-мӗшӗнче юбилейне паллă тăвать8700
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ242200
-
21 февраля 2021 - 10:27Тӑван чӗлхе кунӗпе! Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.26401
-
22 февраля 2021 - 12:15«Тăван çӗршывра тăнăçлăх хуçалантăр», – теççӗ хӗсмет тивӗçне чыслăн пурнăçлакан Никифоровсем Тӗлӗнмелле майпа шăвать çын пурнăçӗ. «Ăраскал мӗнле вӗт», – тетпӗр эпир ку е вăл пӗлӗш çинчен калаçнă май. Анчах та шăпана эпир ытларах чухне хамăр тăрăшулăхпа, ӗçченлӗхпе йӗркелесе «çырса» пымастпăр-ши? Валентин Никифоров подполковник та çаплах çирӗплетет. Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ачи РФ ракета çарӗсенче хӗсмет иртекен офицерсен династине пуçарса янă. Çемье историйӗ вӗсен тарăнах та мар-ха. Анчах та питӗ пуян та мухтава тивӗçлӗ. Аванни – веçех малашне.19401
-
21 февраля 2021 - 12:23Рустам Минниханов Тутарстанра пурăнакансене Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗпе саламланă «Республикăра кăçал Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне ирттерни чӗлхесемпе культурăсене сыхлассинче çӗнӗ шая çӗкленме пулăшӗ тесе шутлатпăр. Пӗрле Тутарстанра пурăнакан халăхсен чи çивӗч ыйтăвӗсене татса пама май килӗ тесе шутлатăп», – тенӗ республика ертӳçи.19100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика