Сувар

«Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» – 100 çултан

Хисеплӗ те хаклă куракансем, ентешсем! К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ февралӗн 15-мӗшӗнче Хусана А.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» постановкипе лартнă спектакльпе килет. Аса илтеретпӗр, 100 çул каялла чăваш театрӗн историйӗ Хусанти çамрăксен театрӗнче çак спектакле лартнинчен пуçланать. 100 çул иртнӗ хыççăн постановкăна пирӗн тепӗр хут курма...

Хисеплӗ те хаклă куракансем, ентешсем! К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ февралӗн 15-мӗшӗнче Хусана А.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» постановкипе лартнă спектакльпе килет. Аса илтеретпӗр, 100 çул каялла чăваш театрӗн историйӗ Хусанти çамрăксен театрӗнче çак спектакле лартнинчен пуçланать. 100 çул иртнӗ хыççăн постановкăна пирӗн тепӗр хут курма май пур, мӗншӗн тесен театр хăйӗн юбилейне халалласа ятарласах Хусанти çамрăксен театрне çак постановкăпа килет. Билетсене «Сувар» хаçат редакцийӗнче халех туянма пулать! Хакӗ 300 тенкӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 89674738455. Спектакль 18.30 минутра пуçланать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: