Сувар

Хавхалантаракан хӗлхем кирлӗ пире

Августăн 2-6-мӗшӗсенче Хусанта Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн VI съезчӗ иртет. Йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Фарид Мухаметшин ăна республикăри обществăпа политика пурнăçӗнчи тата пӗтӗм тутар тӗнчинчи чи пӗлтерӗшлӗ пулăм пек палăртать. Съезда 1000 яхăн делегат тата хăна пухăнать. Тӗп доклада ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тăвать, унсăр пуçне хăнасене республикăн инвестици тата экономика...

Августăн 2-6-мӗшӗсенче Хусанта Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн VI съезчӗ иртет. Йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Фарид Мухаметшин ăна республикăри обществăпа политика пурнăçӗнчи тата пӗтӗм тутар тӗнчинчи чи пӗлтерӗшлӗ пулăм пек палăртать. Съезда 1000 яхăн делегат тата хăна пухăнать. Тӗп доклада ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тăвать, унсăр пуçне хăнасене республикăн инвестици тата экономика хăватне кăтартӗç. Тематикăлла куравсемсӗр пуçне съездра 4 дискусси площадки ӗçлӗ, унта делегатсем тутар халăхӗн консолидацине тӗрлӗ енчен сӳтсе явӗç. Аса илтеретпӗр, республика тулашӗнче пурăнакан тутарсене тӗрев парассине Тутарстанра патшалăх политикин шайне çӗкленӗ.

Реклама

Нумай пулмасть Шупашкарта пултăм. Чăваш наци конгресӗ йӗркеленсе кайнăранпа 25 çул çитнине халалласа телекăларăм хатӗрлеççӗ унти хисеплӗ çынсем. Конгресăн пӗрремӗш президентне чӗннӗ. Тӗрлӗ çӗрте чăваш ыйтăвӗпе ӗçлекенсене те, паллах. Мана Тутарстан представителӗ пек йыхăрчӗç.
Юбилейра мухтас йăла пур, вăл пиртен тухман. Кăштах мухтансан та сивлеместпӗр - уяв вӗт. Çитӗнӳ пур-тăк, каламалла, кăтартмалла. Конгресс çыннисем Байкала кайса, пӗлтӗр Крымра пулса Акатуйсем ирттерни çинчен пӗлмен чăваш юлмарӗ-тӗр. Ертсе пыракансем те, тӗпелте ларакансем те çак ыйту патне пӗрре мар таврăнчӗç.
Атнер Хусанкай ЧНК малтанхи утăмӗсем çинчен каласа пачӗ. Ун сăмахӗнчен Конгреса чăваш халăхӗн интересӗсен, ирӗкӗн тӗнче шайӗнчи элчи пулма йӗркеленине ăнлантăмăр. Анчах çулсем иртнӗ çемӗн унăн пӗтӗм тӗнчери шайӗ Чăваш Республикинчи чăвашсен наципе культура автономийӗн шайне анса ларнине паян кун уççăн куратпăр. ЧНК хальхи президенчӗ Николай Угаслов айăплă мар уншăн. Çак тытăма унчченех çирӗплетсе хăварчӗç. Çитменнине вăл система çынни, халăх депутачӗ.
Шухăш тӗрлӗрен пулма пултарать. Хирӗçлеме пуçличчен ӗçсем тăрăх хакласа пăхар-и? Пӗтӗмӗшле илсен, Чăваш наци конгресӗн ӗçӗ-хӗлӗ Тутарстанри е Ульяновск облаçӗнчи наципе культура автономийӗн ӗçӗнчен ытла уйрăлса тăмасть. Тытăмне илер малтан. ЧНК уйрăмӗсем (представительствисем) Чăваш Республикинче чăвашсем йышлă пурăнакан кашни районта уçăлнă. Тутарстанра та, Ульяновскра та пур ун пеккисем.
«Чăваш пики» конкурса эпир те, чӗмпӗрсем те ирттереççӗ. Уяв­сене илсен, Тутарстанри ЧНКА Конгресран ирттерет те пулмалла: «Уяв», «Учук», «Чăваш шăпчăкӗ», «Янра, хуткупăс!», «Хăят» тата ытти те. Танлаштарушăн, Ульяновск облаçӗнче те унти чăваш автономийӗ çине тăнипе 22 Акатуй иртнӗ кăçал. Чӗрре кӗрекенсем ак çапла ыйту та лартма пултараççӗ: «Эпир тă­вайманнине мӗн тăвать вара Конгресс çав тери?» Ыйту хуравсăр. Комиссисем туса хучӗç. Мӗнлерех ӗçлеççӗ вӗсем? Шурсухалсен миçе ушкăнӗ пухăнчӗ? Республика кунӗнче крыльци умӗнче артистсене çӗрлеччен юрлаттарнине куратпăр. Анчах унпа паян кама тӗлӗнтереетӗн? Эсир пӗлетӗр-и Çимӗкре Тутарстанри ялсене миçе чăваш юрăçи çул тытнине?! Пăва районӗнче кăна кашни 3-4 урамра концерт иртет.
ЧНК шкулсенче тата ача сачӗсенче чăвашла вӗрентмелли программăна хатӗрлес ӗçе хутшăнать терӗç. Культура проекчӗсенчен «Кӗмӗл сасă», «Акатуй» тата ытти мероприятисем çинчен пӗлетпӗр. Анчах та ку вӗрентӳ тата культура министерствисен тивӗçӗ мар-и вара? Тишкерӗр, тӗрӗслӗр, тиркӗр, ăслă канаш парăр. Анчах та уншăн укçа илекен чиновник ӗçне мӗн тума хӗсӗнмелле?
Ахальтен мар вӗт Геннадий Архипов вăхăтӗнче Конгреса культура министерствин пӗр уйрăмӗ тесе питлетчӗç. ЧНК иккӗмӗш президенчӗн (ырă вырăнта вырттăр) ӗçӗнче çитменлӗхсем те, çитӗнӳсем те пулман мар. Çапах чи пысăк йăнăшӗ - чăвашлăх элемне Мускавран (Чăвашсен Федераци шайӗнчи наципе культура автономйӗнчен) туртса илни. 2006-2008 çулсенче регионсенчи авторитетлă, укçа-тенкӗ енчен те çителӗклӗ мӗнпур чăваш лидерӗ Мускава пухăнса чăмăртанма пуçланăччӗ. Анатолий Аксаков ертсе пынă чухне ВДНХ-ра çӗршыв шайӗнчи Акатуйсем ирттересси таранччен çӗкленнӗччӗ эпир. Пӗтерчӗç. Халь ăçта вăл услам­çăсем - халăх шăнăрӗ? Вӗсем вӗт çухалса пӗтмен, çаплипех пурăнаççӗ, ӗçлеççӗ, кризиспа кӗрешеççӗ. Ӗлӗк эртел йӗркелесе пулăшса пыратчӗç пулсан, паян вӗсем пуçӗсене пăрнă наци ӗçӗнчен. Интереслӗ мар пек туйăнать вӗсене ку тема. Ăçта ан пăх - тӗркӗшӳ, интрига. Федераллă Чăваш автономийӗн пухăвне ирттерме те хевте çитереймеççӗ. Мускаври Чăваш наципе культура автономине те отчет паманшăн Юстици министерстви хупса хунă иккен. Çакă никама та нимӗн те кирлӗ мартан тытăнса каять. Пур çав пирте çавăн пек илемсӗр йăла.
ЧНК статусне илер. Устав тăрăх, чӗмпӗрсемпе пирӗн автономисем регионри обществăлла организацисем. ЧНК вара регионсем хушшинчи обществăлла организаци. Тӗллевӗсем те пирӗннипе пӗрешкел, членство йӗрки те. Ятне акăлчанла та çырма май пулнисӗр пуçне эпир ун Уставӗнче ытлашши пысăк уйрăмлăхсем асăрхамарăмăр.
Конгресс регионсенчи 99 чăваш организацине пӗрлеш­тернипе мăнаçланать. Анчах та ку пӗрлешӳ юридици сă­па­чӗсемпе мар, шел пулин те, сăмах майăн кăна. Конгресс уч­редителӗсем регионсенчи ЧНКАсем мар, право тӗлӗшӗнчен мӗнле пăхăнура пулма пултараççӗ? Конгресс Уставӗнче унăн регионри уйрăмӗсем юридици сăпачӗ (лицо) пулма пултараймаççӗ. Çавăнпа та çăварлăхлама ан васкăр.
Çулталăкне икӗ хут çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата чикӗ леш енчен хăна пуçтарса 4-шар сехет Мăн Канаш пухăвне ирттерни аван. Анчах халăх пӗлмесӗр юлать: мӗнле пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳсем тăваççӗ вӗсем хыççăн? Йышăнусене пурнăçа кӗртнине кам тӗ­рӗс­лет?
Шел пулин те, финанс тӗ­лӗшӗнчен пулăшаймасть ЧНК регионти автономисене. Концертсем, хăнана çӳресси пирки калас пулсан, çак йăла пӗтмен. Анчах вăл сайра тӗлпулусенче те эпир наци идеологийӗ, халăх утмалли çул мӗнлерех пулмалли çинчен калаçакансене илтместпӗр. Артистсемпе маларах чиновник пулнă çынсем Виталий Станьял, Николай Лукиянов пек идеологсене çывăха ямаççӗ курăнать.
Иртнӗ Мăн Канашра пулса курма тӳр килнӗрен çапла калама пултаратăп: унта пухăннă ертӳçӗсенчен нумайăшӗ халăх хăй чӗлхине çухатасран мӗнле ӗçсем тумаллине пӗлмест. Хăшӗ-пӗрисем пӗлесшӗн те мар пек туйăнчӗ. Çамки çине çырса хунă теççӗ-и-ха?.. Канашлура ытларах «эпир пӗлтӗр ак мӗн туса ирттертӗмӗр» шайӗнчи докладсем е ӳпкевлӗ, е хăпартлануллă пуплев тата, паллах, пуçлăхсене мухтаса тав туни илтӗнет. Пуху правительство шайӗнче иртрӗ пулсан та, халăх чакнин, чӗлхене çухатса пынин сăлтавӗсене тӗпчесе кирлӗ йышăну тăвас текенсем çукрах пулмалла. Малти вырăнта урăх ыйтусем - Конгресăн юбилейне халалласа сумлă кӗнеке кăлармалла, пуху ирттермелле, кӗскен каласан, чаплăн паллă тумалла. Канашлăва чӗннисем, шел пулин те çурри пенси çулӗнчисемччӗ. «Килне таврăнсан мӗн тăваять ӗнтӗ ку?» - тесе хурланса шутласа лартăм. Тӗрӗссине каласан, манăн вӗсен вырăнне килекен çӗнӗ çынсемпе курса калаçас килетчӗ. Кунта вăрăм ӗмӗрлӗ хастар чăвашсене тӗртес килмест, вӗсем Конгресăн пӗрремӗш пухăвӗнчен çӳреççӗ пулӗ тӗлпулусене. Хăйсен обществăри вырăнне хăнăхнă, Путин халăхсен культурисене тимлӗх уйăрма хушнине пӗлеççӗ. КПД проценчӗ сахалли çеç хурлантарать.
Паянхи кун ачасене тă­ван чӗлхе патне кӗнекепе, ха­çат-журналпа, радиопа тата кăштах телекăларăмсем йӗркеленипе çеç явăçтарма йывăр. Хальхи вăхăтра вӗсен йӗри-тавра урăх чӗлхеллӗ информаци уçлăхӗ явăнать. Эпир, миллион çурăллă халăх пулсан та, унпа танлашаймастпăр. Танлашас тесе тунă утăмсем çителӗксӗр. Самана çакнашкал, наци республикисем суйлав умӗнче тăраççӗ: малалла хамăр чӗлхепе каятпăр е вăл аслисен тӗпелти пуплевӗ шайӗнче çеç тăрса юлать. Информаци технологийӗсене тăван чӗлхипе сарассинче самай мала кайнă тутарсем умӗнче те чӗлхе ыйтăвӗ çивӗч тăрать. Эпир вара çӗнтереетпӗр-и хамăрти ниш­лӗхе? Ман шутпа, çак ыйту çине чи малтан хурав памалла Конгресс тата унпа çыхăннă структурăсем. Вăл республикăри тата тулашри чăваш культурине саракан организацисемшӗн ялав вырăнӗнче пулмалла, вӗсен хушшинче катализатор пек ӗçлемелле. Чи малтан пурне те пӗрлештерекен ăслă идея, ватти-вӗттине хавхалантаракан хӗлхем тухмалла вăл вучахран.
Ӗнерхи çитӗнӳсемпе мăнаç­ланса пурăнни истори валли юлтăр, ыранхи, тепӗр кунхи çинчен шутламалла. Çакăнта Конгресăн тивӗçне эпӗ кăна мар, нумай ăслă-тăнлă çын курать пулӗ. Интернета чăвашлатас, кнопкăсăр телефонсене тата ытти электронлă çыхăну хатӗрӗсене пирӗн чӗлхепе çыр­тарас ӗмӗте çывăх вăхăтра пурнăçлаймасан, çитес çыравра тата нумай çыннине çухатать пирӗн халăх.
Çӗр чăмăрне çамрăксем çавăраççӗ. Чăваш ачине çуратса ӳстерекенсем, ăна чӗлхе пӗлӗвӗ паракансем - шăпах вӗсем. Яш-кӗрӗмӗн кăмăлне те тивӗçтертӗр наци культури, сӳрӗк ан пулччăр вӗсем халăх шăпи патне, мăнаçланч­чăр халăх историйӗпе, çутă пуласлăхӗ пирки ӗмӗтленччӗр. Ун чухне мӗн-тӗр шутласа кăларӗç. Алăк ăçталла уçăлнине хамăр чӗлхепе çырни те мӗне тăрать!
Çапах та телекăларăма ӳкер­нӗ чухне ЧР культура министрӗн çумӗ Вячеслав Оринов республика пуçлăхӗ регионсенчи чăвашсемпе ӗçлӗ тата культурăллă хутшăнусем йӗркелеме малашне бюджет­ран укçа уйăрмалли çинчен калани лару-тăрăва кăштах илемлетет. Шанса тăрас килет. Тен, Конгресс влаçпа алла-аллăн ӗçлес стратегие суйласа илсе йăнăшмарӗ-тӗр те. Урăхла мӗнле-ха?
Анчах реалист пулмалла: чăваш чӗлхишӗн кӗрешсе йӗркеленӗ чупура пирӗн халăх сахал мар вăхăт çухатнă. Ăна тавăрас тесен чӗлхене лайăх пӗлекен тата унпа усă куракансен çанă тавăрса тăрăшмалла. Ку ӗçре пайланас вырăнне пурин те чăмăртанмалла, унсăрăн çӗнтерейместпӗр.
Чăвашсемпе тутарсен пӗр­-пӗринчен вӗренмелли ну­­­май. Пӗтӗм тӗнчери тутар кон­гресне Чăваш конгресӗн представителӗсем хутшăнсан хӗпӗртенӗ пулăттăмăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: