Сувар

Хавхаланусăр ӗç тухмасть

Мартăн 28-мӗшӗнче Елабугăра ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерствин «Тутарстан Республикинчи студент спорчӗн аталанăвӗ» темăпа анлă ларăвӗ иртнӗ. Ку отраслӗн аталанăвӗ респуб­ликăшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине кура пухăннисем паянхи студент спорчӗн лару-тăрăвӗпе çыхăннă йывăрлăхӗсем çинчен калаçнă, сферăна лайăхлатас енӗпе сӗнӳсем панă. «Паянхи кун республикăри аслă тата ятарлă вăтам шкулсенче 200 пине...

Мартăн 28-мӗшӗнче Елабугăра ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерствин «Тутарстан Республикинчи студент спорчӗн аталанăвӗ» темăпа анлă ларăвӗ иртнӗ.

Ку отраслӗн аталанăвӗ респуб­ликăшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине кура пухăннисем паянхи студент спорчӗн лару-тăрăвӗпе çыхăннă йывăрлăхӗсем çинчен калаçнă, сферăна лайăхлатас енӗпе сӗнӳсем панă.
«Паянхи кун республикăри аслă тата ятарлă вăтам шкулсенче 200 пине яхăн студент вӗренет, ку вăл республикăри 16-28 çулти çамрăксен виççӗмӗш пайӗ. Пирӗн министерство пурнăçлакан приоритетлă направленисенчен пӗри - студент спортне аталантарни, студентсемпе ӗçлени», - тенӗ В.Леонов.
Республикăра спорт объекчӗсен строительстви вăйлă пырать пулин те, Хусанпа районсенчи нумай спорт сооруженийӗсенче тӗп юсав ӗçӗсене ирттермелли çинчен те каланă министр. Уйрăмах çивӗч лару-тăру ятарлă вăтам шкулсенче. Кунта нумай чух кирлӗ инфраструктура çук, спорт инвентарӗсем те çителӗксӗр.
Кунсăр пуçне В.Леонов «Ӗçе тата хӳтӗлеве хатӗр! (ГТО)» комплексăн нормисене пур çӗрте те памалли - рес­публикăри студент спортне аталантарассинче хăватлă импульс пулмалли çинчен те каланă. «Шел те, ку процеса аслă тата ятарлă вăтам шкулсем пурте хастар хутшăнмаççӗ. Айккинче юлмалла мар!» - тенӗ вăл ГТО нормисене парассинчен пăрăнакансене.
Республикăра студент спорчӗ лайăх аталанать, тӗрлӗ ăмăртусем те çине-çинех иртеççӗ пулин те, отрасльте проблемăсем çук мар. Министр сăмахӗсемпе, ку вăл тӗнче шайӗнчи ăмăртусенче Тутарстан спортсменӗсен шучӗ пӗчӗк пулни. Тӗслӗхрен, Пӗтӗм Тӗнчери çуллахи тата хӗллехи Универсиадăсенче. Ку япалана кăçал Астанара иртнӗ Универсиадăра та сăнама пулнă-мӗн. Сăмахран, унти ăмăртусене республикăран икӗ аслă шкул анчах хутшăннă.
«Спорт ăмăртăвӗсене хутшăнассинче, спартакиадăсене ирттерессинче вӗрентӳ учрежденийӗсен хăй­сен интересӗ пулмалла. Ячӗшӗн мероприятисем ирттермелле мар. Ертӳçӗсемшӗн çакă тӗп задача пулмалла», - тенӗ министр.
Отрасльти çивӗч ыйтусем шутне квалификациллӗ кадрсем, специалистсемпе тренерсем çителӗксӗр пулнине, хăш-пӗр вӗрентӳ учрежденийӗсенче физвоспитани çине сахал тимлӗх уйăрнине, спорт кафедрисен ӗçченӗсен урок хыççăнхи занятисене ирттерме интересӗ çуккине, спорт оборудованийӗсем çителӗксӗр пулнине, спорт клубӗсем çуккине кӗртме пулать. «Спорт клубӗсен ӗçне паян физвоспитани кафедрисем илсе пыраççӗ. Вăл вара преподавательсемшӗн тӳлевсӗр, хушма нагрузка анчах. Çавăнпа та ку ӗç вӗсене хавхалантармасть, - тенӗ «Буревестник» физкультурăпа спорт общест­вин председателӗ Э.Харисов.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: