Сувар

Хӗрарăма мӗн ватăлтарать?

Стилистсемпе косметологсем каланă тăрăх, хӗрарăма яланах çамрăк курăнас тесе çунни тата наянлăх чылай аслăрах кăтартать-мӗн. Чăн та, хӗрарăма мӗн ватăрах тăвать-ха? 1. Кăвак çӳç. Нумай çыннăн вăтăр урлă каçсанах тăнлав тӗлӗнчи çӳç кăвакарма пуçлать. Енчен те эсир çӳçе сăрлатăр-тăк ку ӗç валли яланах вăхăт тупăр. 2, Хӗрарăм миçере пулнине алăсем...

Стилистсемпе косметологсем каланă тăрăх, хӗрарăма яланах çамрăк курăнас тесе çунни тата наянлăх чылай аслăрах кăтартать-мӗн. Чăн та, хӗрарăма мӗн ватăрах тăвать-ха?

1. Кăвак çӳç. Нумай çыннăн вăтăр урлă каçсанах тăнлав тӗлӗнчи çӳç кăвакарма пуçлать. Енчен те эсир çӳçе сăрлатăр-тăк ку ӗç валли яланах вăхăт тупăр.

2, Хӗрарăм миçере пулнине алăсем пӗлтереççӗ. Сăмах та çук, кӗпе, савăт-сапа çуни ӳте çамрăклатмасть. Çавăнпа та кун пек ӗçсене перчеткепе пурнăçлама хăнăхăр.

3. Пуçа усса, çамкана пӗркелентерсе шухăшласа çӳрес йăла та çамрăклатмасть. Кашни пур-çукшăнах хуйхăрма кирлех-ши апла? Яланах пуçа пӗксе çӳрени мăй çинче пӗркеленчӗксем тăвать.

4. Хӗвел çинче хуралса кайиччен хӗртӗнме те кирлӗ мар.

5. Таçтан курăнмалла сăрланни ӳтри çитменлӗхсене хуплас вырăнне лайăхрах палăртать çеç.

6. 40 çултан иртнисене люрекс мар, куçа çимен тӗссем çамрăклатаççӗ.

7. Тум ӳсӗм çулӗпе килӗшсе тăмалла.

8. Ан манăр, мăнтăрланни, хырăмпа купарча тухни çамрăклатмасть.

9. Пирус туртни, эрех ӗçни те куç-пуçа илем кӳмест.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: