Сувар

Хура тӗтӗм хурлăхӗ

Мӗнле хăрушă хыпар килчӗ ӗнер каçхине. Кемеровăри пӗр суту-илӳ центрӗнче пушар тухнă. Çуртран вăхăтлă тухса ӗлкӗреймесӗр нумай çын хур курнă, вилнисем те пур. Вӗсен хушшинче ачасем... Каникул вăхăтӗнче класӗпе е ашшӗ-амăшӗсемпе кинона е вăйă центрне килнӗ шкул ачисем суту-илӳ комплексӗнче нумай пулнă. Вырсарни кун ун пек комплекссенче çын уйрăмах нумай....

Мӗнле хăрушă хыпар килчӗ ӗнер каçхине. Кемеровăри пӗр суту-илӳ центрӗнче пушар тухнă. Çуртран вăхăтлă тухса ӗлкӗреймесӗр нумай çын хур курнă, вилнисем те пур. Вӗсен хушшинче ачасем... Каникул вăхăтӗнче класӗпе е ашшӗ-амăшӗсемпе кинона е вăйă центрне килнӗ шкул ачисем суту-илӳ комплексӗнче нумай пулнă. Вырсарни кун ун пек комплекссенче çын уйрăмах нумай.
Хальхи вăхăтра Кемеровăри журналистсем комплексра лифт ӗçлемен, шыв пулман, пушар сигнализацийӗ ӗçлемен тесе пӗлтереççӗ. Ӗлӗкхи фабрикăран тунă суту-илӳ центрӗнче нумай алăка питӗркӗçре тытнипе те çынсем унтан вăхăтлă тухса ӗлкӗреймен. Чӳречесене çӗмӗрсе сикнӗ çынсем çинчен те калаççӗ репортажсенче. Пушарпа кӗрешекенсем халӗ те вута сӳнтереймен-ха. Комплексра вăйлă тӗтӗм пулнипе кӗме çук теççӗ.
Питӗ хурлантаракан хыпар. Вутран çăлăнайман ачасемшӗн чӗре çурăлса тухать. Вăхăтсăр татăлнă çамрăк пурнăçсемшӗн кам явап тытӗ? Нивушлӗ пирӗн çӗршывра Хусанти «Адмирал» çуннă хыççăн пӗтӗмлетӳсем туман? Тӗлӗнмелле...
Правительство комиссийӗ хуравсене парӗ, айăплисене тупӗ, компенсаци палăртӗ. Кун пирки иккӗленме çук. Анчах çунса вилнӗ çынсене чӗртсе тăратма çук... Ман шутпа укçа пăсать бизнесменсене. Укçана кӗреçепе хырса пуçтарасшăн. Укçа тесен хăрушсăрлăх çинчен те манаççӗ, пуçӗсене вута чикме те хатӗр. Çыннăннисене...

Ӳкерчӗк krasa-mama.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: