Сувар

Хусан саламне çитерет «Салам»

Хусан хулинчи пӗртен-пӗр чăваш фольклор ансамблӗ «Салам» йӗркеленнӗренпе кăçал 10 çул çитрӗ. Юбилей уявне саламсем Хусанти халăхсен Туслăх çуртӗнче декабрӗн 9-мӗшӗнче сумлăн паллă турӗç. Вӗсене ТР Халăхсен ассамблейин, Туслăх çурчӗн, ТР ЧНКА Канашӗн представителӗсем тата Чăваш Енпе Самар облаçӗнчи хăнасем саламларӗç. Ансамбль вара 10 çул пухăннă пултарулăх мулне отчетлă концертпа...

Хусан хулинчи пӗртен-пӗр чăваш фольклор ансамблӗ «Салам» йӗркеленнӗренпе кăçал 10 çул çитрӗ. Юбилей уявне саламсем Хусанти халăхсен Туслăх çуртӗнче декабрӗн 9-мӗшӗнче сумлăн паллă турӗç. Вӗсене ТР Халăхсен ассамблейин, Туслăх çурчӗн, ТР ЧНКА Канашӗн представителӗсем тата Чăваш Енпе Самар облаçӗнчи хăнасем саламларӗç. Ансамбль вара 10 çул пухăннă пултарулăх мулне отчетлă концертпа кăтартрӗ. Сăмах май, ансамблӗн репертуарӗнче, тӗпрен илсен, республикăри чăвашсен авалхи юррисем. Çапла майпа вырăнти халăх сăмахлăхӗн управçи те вăл, саламсем те тăрăшнипе хамăр асатте-асаннесен юррисем паян сывă.

«Салам» фольклор ансамблӗсӗр Хусанти, республикăри пӗр мероприяти те иртмест. Вăл нумай конкурс, фестиваль лауреачӗ. Унран та пысăкрах миссийӗ вара - республикăри чăвашсен культурипе Хусан, республика хăнисене паллаштарасси.

Уйрăмах палăртма кăмăллă, «Саламăн» йышӗ ӳсет, унта малтан пурӗ те пилӗк çын кăна çӳренӗ пулсан, халӗ 10-ăн. Хăйсен купăсçисем те пур. Кунсăр пуçне çамрăксемпе ачасене те явăçтарма тăрăшать. Пӗчӗк çăлтăр София Чаркина акă, конкурссенче палăрса куракансен кăмăлне кайма та ӗлкӗрчӗ. ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлӗхӗпе пӗрле Туслăх çуртӗнче сахал мар мероприяти ирттереççӗ.

«Салам» фольклор ансамбльне эпир те юбилей ячӗпе саламлатпăр. Пултарулăх анинче пысăк çитӗнӳсем туса кашни 5-шер çултан юбилейсем уявлама ăнăçу сунатпăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: