Сувар

Хусканкай уявӗнче сиктӗрмесене сăмах паман

Çăкăр-тăвар - хире-хирӗç, теççӗ чăвашсем ӗлӗкрен. Анчах кăна кашнийӗ хăйӗнле ăналанать пулмалла. Петӗр Хусанкайăн 110 çуллăхне халалланă уяв январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере питӗ чаплă иртрӗ. Шупашкартан килнӗ 50 ытла хăнана халăх поэчӗн ентешӗсем питӗ тараватлăн кӗтсе илчӗç. Чаплă хăна туса, ӗçтерсе-çитерсе ăсатса ячӗç. Февралӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ Хусанкай уявне...

Çăкăр-тăвар - хире-хирӗç, теççӗ чăвашсем ӗлӗкрен. Анчах кăна кашнийӗ хăйӗнле ăналанать пулмалла. Петӗр Хусанкайăн 110 çуллăхне халалланă уяв январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере питӗ чаплă иртрӗ. Шупашкартан килнӗ 50 ытла хăнана халăх поэчӗн ентешӗсем питӗ тараватлăн кӗтсе илчӗç. Чаплă хăна туса, ӗçтерсе-çитерсе ăсатса ячӗç. Февралӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ Хусанкай уявне те чӗннӗ сиктӗрмесене. Делегацине Культура çурчӗн директорӗ, чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ, вырăнти хуçалăх ертӳçин çумӗ кӗнӗ. Вӗсем поэт мăшăрне Вера Кузьминана парнелемешкӗн картинă та илсе килнӗ пулнă. Анчах та уявра Тутарстанран ТР Çыравçăсен союзӗн председателӗн çумне Рамис Айметова кăна калаçтарнă.
Хусанкай 110-çуллăхӗ лайăх, кăмăллă иртрӗ, тиркемелли çук. Иванов театрӗнче кӗтсе илекен пулманнипе уяв тăршшӗпе залăн чи хыçалти балконӗнче ларнă сиктӗрмесем. Çав-çавах картинине парнелеме май тупнă вӗсем - каялла илсе каймастăн вӗт ятне илнӗ япалана. Уяв хыççăн çыравçăсемпе пӗрле чей ӗçнӗ чухне вӗсем Вера Кузьминичнăна асăнмалăх хăйсен парнине парнелесе хăварнă.

Элкел районӗн представителӗсен сăмахӗсемпе, вӗсем каялла таврăннă чух Çӗрпӳре чарăнса çул çинчи кафере тин «хăналаннă».

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: