Сувар

Хваттерӗ пур, пуçӗ ыратмасть

Анчах, килӗшмесен - хӳме урлă вӗçӗн... Çапла каласа асăрхаттарма пулать ун патне евчӗ яракан каччăсене. Хӗрарăмсене вырăссем «слабый пол» теççӗ. Çапах та Украинăра пурăнакан Нина Геря 120 килограмлă чула таçта çити ывăтса янине курнă çынсем пачах та апла шутламаççӗ. Вăл тӗнчери рекордстен Гиннес кӗнекине чи вăйлă хӗрарăм пек кӗнӗ. Халӗ...

Анчах, килӗшмесен - хӳме урлă вӗçӗн... Çапла каласа асăрхаттарма пулать ун патне евчӗ яракан каччăсене. Хӗрарăмсене вырăссем «слабый пол» теççӗ. Çапах та Украинăра пурăнакан Нина Геря 120 килограмлă чула таçта çити ывăтса янине курнă çынсем пачах та апла шутламаççӗ. Вăл тӗнчери рекордстен Гиннес кӗнекине чи вăйлă хӗрарăм пек кӗнӗ. Халӗ Нина 184 сантиметр çӳллӗш, 110 килограм таять. Унăн шучӗнче 5 тӗнче рекорчӗ. Спорта 1990 çулхи Нина пӗчӗкрен явăçнă. Малтан хӗр çăмăл атлетикапа кăсăкланнă, анчах генетикăна пула мăнтăрланма тытăннă. Спортпа уйрăлас килменнипе пулас рекордсменка йӗтре тӗртмелли спорта куçать. Çакăнтан пуçланаççӗ те çитӗнӳсем. 2010 çулта 19 çулти Нина тӗнче чемпионачӗн финалӗнче хутшăнмалли турнирта хутшăннă. Киевра иртекен тапхăрта çӗнӗ тӗнче рекорчӗ лартнă: 120 килограмлă гранит чула йăтса пӗр минут хушшинче 1 метр та 25 сантиметр çӳллӗшри хӳме урлă 5 хутчен ывăтма пултарнă. Украинăри хӗр умӗн хăватне кăтартнă Польшăри рекордсменка çак чула 1 метр та 20 сантиметрлă хӳме урлă пӗр хут кăна ывăтма вăй çитернӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: