Сувар

Инкек пӗрлештерет

Питӗрти метрора ӗнер пулса иртнӗ терактран 50 ытла çын хур тӳснӗ, вӗсенчен 11-шӗ вилнӗ. Ӗнертен пуçласа ют çӗршывсен пуçлăхӗсен ятӗнчен Раççей Президенчӗ ячӗпе хурлану телеграммисем килеççӗ. Террора пӗрле хирӗç тăмалла. Çакна Европăра та, Америкăра та ăнланаççӗ. Питӗрти чăваш ентешлӗхӗн Ӗçтăвком ертӳçи Дарья Рогозная пӗлтернӗ тăрăх, метрори инкекре ентешлӗх пайташӗсем, телее,...

Питӗрти метрора ӗнер пулса иртнӗ терактран 50 ытла çын хур тӳснӗ, вӗсенчен 11-шӗ вилнӗ. Ӗнертен пуçласа ют çӗршывсен пуçлăхӗсен ятӗнчен Раççей Президенчӗ ячӗпе хурлану телеграммисем килеççӗ. Террора пӗрле хирӗç тăмалла. Çакна Европăра та, Америкăра та ăнланаççӗ. Питӗрти чăваш ентешлӗхӗн Ӗçтăвком ертӳçи Дарья Рогозная пӗлтернӗ тăрăх, метрори инкекре ентешлӗх пайташӗсем, телее, лекмен. Çӗр айӗнчи çул артерине хупнине пула урамсенче транспорт коллапсӗ çеç нумая тăсăлнă. Çапах блокадăна тӳснӗ хула çыннисем хăраса-аптăраса ӳкмен, таксисем тӳлевсӗр илсе çитерме кӗрӗшнӗ, хастарсем пульницасене суранланнисем валли юн пама васканă. Инкек пӗрлештерет. Преступниксене шыраççӗ. Санкт-Петербургра виçӗ кунлăх траур пырать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: