Сувар

Кичем доклад валли вырăн çук кунта

Чи хисеплӗ те мăнаçлă ентешӗн - И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне тутарстансем тивӗçлипе паллă тăваççӗ. Çулталăк пуçланнăранпа кунти кашни чăваш шкулӗ И.Яковлева халалласа мероприятисем ирттерет. Вӗсенчен чи палли - «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗ. Ку формат шкул ачисене хăйсене те, аслисене те килӗшет. Мӗншӗн тесен тӗп сăмах - ачасене. Вӗсем хăйсен...

Чи хисеплӗ те мăнаçлă ентешӗн - И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне тутарстансем тивӗçлипе паллă тăваççӗ. Çулталăк пуçланнăранпа кунти кашни чăваш шкулӗ И.Яковлева халалласа мероприятисем ирттерет. Вӗсенчен чи палли - «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗ. Ку формат шкул ачисене хăйсене те, аслисене те килӗшет. Мӗншӗн тесен тӗп сăмах - ачасене. Вӗсем хăйсен чӗлхе пӗлӗвне секцисем çине пайланса тӗрлӗ конкурссенче кăтартаççӗ. Çавăнпа аслисен кичем доклачӗсем валли вырăн çук кунта. Апрелӗн 14-мӗшӗнче çакăн пек мероприяти Çӗпрел районӗнче иртрӗ. Унта районти кăна мар, кӳршӗллӗ Чăваш Енри шкул ачисем те хутшăнчӗç. Кунтах сăвăсен, постановкăсен, ӳкерчӗксен тата тӗпчев ӗçӗсен конкурсӗсем иртрӗç. Паллах, конкурсене тăван чӗлхе, И.Яковлев юбилейӗн тематикипе çахăнтарнă. Тӗп экспертсем - районти вӗрентӳ уйрăмӗн специалисчӗсем, ТР ЧНКА представителӗсем, республикăри çыравçăсемпе журналистсем.

Паян, апрелӗн 20-мӗшӗнче, «Яковлев вулавӗсем» регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра иртрӗ. (А.Носков сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: