Сувар

Каллех ничья!

« ЧНКА» футбол команди октябрӗн 14-мӗшӗнче Хусанти «Динамо» стадионра « Феникс» командăпа вылярӗ. Шел, чăваш каччисене каллех кăшт кăна ăнăçу çитеймерӗ. Пире вăл çав тери кирлӗччӗ халӗ. Вăйă 1:1 шутпа вӗçленчӗ. Футбол выляма юратакансен лигин вăйă сезонӗ вӗçленсе пырать-çке. Чăваш каччисене вара вăйлисенчен те вăйлисен ушкăнӗнче курас килет. Вӗсем çакна...

Реклама

« ЧНКА» футбол команди октябрӗн 14-мӗшӗнче Хусанти «Динамо» стадионра « Феникс» командăпа вылярӗ. Шел, чăваш каччисене каллех кăшт кăна ăнăçу çитеймерӗ. Пире вăл çав тери кирлӗччӗ халӗ. Вăйă 1:1 шутпа вӗçленчӗ. Футбол выляма юратакансен лигин вăйă сезонӗ вӗçленсе пырать-çке. Чăваш каччисене вара вăйлисенчен те вăйлисен ушкăнӗнче курас килет. Вӗсем çакна чăнах та тивӗç, тренерсăр пулсан та лайăх выляççӗ. Çапах та шанатпăр, тепӗр вăйăра вӗсене ăнатех.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: