Сувар

Карантина пула пинӗ-пинӗпе чăхсене пӗтернӗ

Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» кайăк грипне кура 3 млн яхăн çăмартапа 528, 5 пин чăхха çунтарса тӗп тунă тесе пӗлтернӗ ТР Министрсен кабинечӗн ветеринари управленийӗн пуçлăхӗ Александр Козлов. Çакăн пек масштаблă чăх грипӗ республикăра пӗрремӗш хут. Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш чир вучахӗ Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» пуçланнă. Ун хыççăн чире тата...

Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» кайăк грипне кура 3 млн яхăн çăмартапа 528, 5 пин чăхха çунтарса тӗп тунă тесе пӗлтернӗ ТР Министрсен кабинечӗн ветеринари управленийӗн пуçлăхӗ Александр Козлов.

Çакăн пек масштаблă чăх грипӗ республикăра пӗрремӗш хут. Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш чир вучахӗ Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» пуçланнă. Ун хыççăн чире тата 8 вырăнта асăрханă: Нурлат, Ютаза, Рыбно-Слободски районсенче тата Хусанти Советски районӗнче.

- Фабрикăсем апрель тата май уйăхӗсенче туса кăларнă продукцине пуçтарса пӗтернӗ. Паян эпир юлашки çăмартасене пӗтеретпӗр. Унсăр пуçне 82 тонна апата тата 13,5 тонна чăх какайне те пӗтернӗ. Хальлӗхе начар продукцинчен хăтăлса пӗтнӗ тесе калама пулать, - тенӗ Александр Козлов.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: