Сувар

Кăравул! Шупашкарта переççӗ...

Октябрӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта ирхине 7 сехет те 45 минутра 8-мӗш номерлӗ троллейбуса пенине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Троллейбус «Вырăс драма театрӗ» чарăну патне çывхарнă чухне сасартăк пăшал кӗрӗслетнӗ сасă илтӗнсе кайнă та троллейбусăн икӗ чӳречи чанкăрр! çӗмӗрӗлнӗ. Телее, пассажирсенчен суранланакан та, вилекен те пулман. Чăн та, вӗсен кун хыççăн урăх...

Октябрӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта ирхине 7 сехет те 45 минутра 8-мӗш номерлӗ троллейбуса пенине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Троллейбус «Вырăс драма театрӗ» чарăну патне çывхарнă чухне сасартăк пăшал кӗрӗслетнӗ сасă илтӗнсе кайнă та троллейбусăн икӗ чӳречи чанкăрр! çӗмӗрӗлнӗ. Телее, пассажирсенчен суранланакан та, вилекен те пулман. Чăн та, вӗсен кун хыççăн урăх троллейбус çине куçса ларма тивнӗ-ха, мӗншӗн тесен «аманнă» троллейбус депона таврăннă. Сас-хурана шанас пулсан, маршрутка водителӗ конкурента çапла ура хума хăтланнă. Анчах та троллейбуса кам тата мӗншӗн пенин официаллă версийӗ хальлӗхе паллă мар, следстви пырать.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: