Сувар

Кăштах кулăш

Туй хыççăн тепӗр кунне çам­рăк упăшка мăшăрне хăй икӗ ачашăн алимент тӳлесе тăни пирки пӗлтерет. - Уншăн кулянмалли çук, чунăм, мана хама анне патӗнче ялта пурăнакан ачасемшӗн малтанхи икӗ упăшка алиментсем тӳлесе тăраççӗ, - лăплантарать çамрăк арăм. * * * - Ырă тунине мӗнле ăнланмалла? - Ырă туни япăх çынна...

Туй хыççăн тепӗр кунне çам­рăк упăшка мăшăрне хăй икӗ ачашăн алимент тӳлесе тăни пирки пӗлтерет.

- Уншăн кулянмалли çук, чунăм, мана хама анне патӗнче ялта пурăнакан ачасемшӗн малтанхи икӗ упăшка алиментсем тӳлесе тăраççӗ, - лăплантарать çамрăк арăм.

* * *

- Ырă тунине мӗнле ăнланмалла?

- Ырă туни япăх çынна япăх туни вăл.

* * *

- Микуль, мӗн пулнă сана, мӗншӗн çапла сӳрӗк эсӗ паян?

- Тинтерех çеç арăмăн çӗнӗ упăшки шăнкăравларӗ.

- Мӗн терӗ вара?

- Мӗн тума эсӗ арăмна виçӗ çулта нимӗн пӗçерме те вӗрентмен?! - терӗ.

* * *

Чикӗ леш енне кайсан чăнкă чăвашсем кафене кӗнӗ тет.

- Ăнланмарăм, епле кофе ку? Раççейре унăн тути урăхларахчӗ, - тет Куштан Вӗçелис.

- Мӗн эсӗ, пачах та кофе мар ку, чей вӗт, - хирӗçлет Чăнкă Мирун.

Çав вăхăтра вӗсем патне официант пырать:

- Господасем, какао тата ярса парас-и?

* * *

Чăнкă Мирун апатланса ларакан пуçлăх кабинетне пырса кӗрет, темле васкавлă ӗç пирки калаçу пуçлать.

- Кофе е чей ӗçетӗн-и? - ыйтать пуçлăх.

- Ӗçетӗп.

- Апла пыр, кайса ӗçсе кил, таврăнсан калаçăпăр.

* * *

Чăнкă чăвашсем калаçаççӗ:

- Ăнланмастăп, мӗншӗн санăн рекламуна пурте тимлӗн итлеççӗ, ӗçӳсем ăнса пыраççӗ, манăн реклама тытăнсанах канала куçараççӗ? - ыйтать Куштан Вӗçелис.

- Мӗншӗн тесен манăн рек­ламăна пăшăлтатса пӗлтереççӗ, - хуравлать Чăнкă Мирун.

* * *

- Мӗншӗн манăн шăлаварăн çуррине çеç якатнă? - тустарать Чăнкă Мирун çӗнӗ горничнăйне.

- Ӗнертенпе миçе хутчен каларăм, утюгăн шнурне вăрăмлатса парăр тесе, - тӳрре тухма хăтланать хӗрарăм.

* * *

Студент экзамен тытайманнипе Мускавран киле, Хусана таврăнма хатӗрленет. Амăшне СМС çырать: «Анне! Экзамен тытаймарăм, аттене хатӗрле».

Çийӗнчех хирӗç СМСка илет: «Аçуна хатӗрленӗ. Ху хатӗрлен».

* * *

Йӗркеллӗ арçын авланма шантарнă пулсан авланатех, анчах шантарман пулсан ăна ниеп­ле те авлантараймастăн.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: