Сувар

Крымра чăваш салтакӗсене палăк уçасшăн

(Зоя Яковлева).Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çулӗсенче Севастополь хулине хӳтӗлесе пуç хунă чăваш салтакӗсене асăнса палăк лартас шухăша темиçе хут та çӗкленӗччӗ. 2016 çулхине хӗлле Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Крым Республикине кайсан та, çав çулхи утă уйăхӗнче ЧНК пуçарăвӗпе Акатуй уявне унта ирттернӗ чухне те ку ыйтăва хускатнăччӗ. Севастополь çывăхӗнчи...

(Зоя Яковлева).Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çулӗсенче Севастополь хулине хӳтӗлесе пуç хунă чăваш салтакӗсене асăнса палăк лартас шухăша темиçе хут та çӗкленӗччӗ. 2016 çулхине хӗлле Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Крым Республикине кайсан та, çав çулхи утă уйăхӗнче ЧНК пуçарăвӗпе Акатуй уявне унта ирттернӗ чухне те ку ыйтăва хускатнăччӗ. Севастополь çывăхӗнчи Балаклава хулинче пулас палăк вырăнӗнче тӗрлӗ регионтан Акатуя пуçтарăннă чăваш хастарӗсем чӗрӗ чечексем хунăччӗ, пачăшкăсене чӗнсе сăвапланăччӗ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов çав самантра тупа тунă пек сăмах каланăччӗ, палăк тума пулăшма шантарнăччӗ. Николай Федорович сăмаха ялан ӗçпе çирӗплетекен çын. Вăл Владимир Нагорнов скульптора пулас палăк проектне хатӗрлеттернӗ, укçа енчен йывăр пулсан та, малалла пикенсе ӗçлеме пуçланă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗнче иртнӗ канашлура Владимир Нагорнов скульпторăн «Хуйхăракан амăшӗ» монумент проектне пăхса тухрӗç. Крым çӗрӗшӗн пуç хунă чăваш салтакӗсене асăнса лартакан палăка тăвакан йӗркелӳ комитечӗн ертӳçисем пулма ЧНК президентне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутатне Николай Угаслова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн председательне Валерий Филимонова çирӗплетрӗç. Ку сăваплă ӗçе кăçалхи çурла уйăхӗнче вӗçлеме палăртрӗç.

«Хурланакан амăшӗ» палăк шурă чулран, 3 метр çӳллӗш пулмалла. Унăн хакӗ _ 6 миллион тенкӗ. Владимир Нагорнов хăйӗн гонорарне икӗ миллион таран чакарнă. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тепӗр миллион тенкине тӳлессине тата палăка вырăна çитерсе вырнаçтарассипе çыхăннă тăкаксене хăй çине илессине пӗлтернӗ. Тепӗр виçӗ миллион тенкине ниме мелӗпе пуçтарма тивет. Çак сăваплă ӗçе ытти чăваш хастарӗсем те хутшăнасса шанатпăр.

Çак тӗллевпе ятарлă счет уçнă. Унăн реквизичӗсем:

Некоммерческая организация «Благотворительный фонд межрегиональной общественной организации «Чувашский национальный конгресс»

Р/с 40703810775020100310

в Чувашском отделении № 8613

ПАО СБЕРБАНК

БИК 049706609

К/с 30101810300000000609

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: