Кулăш

Тахçан пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнă икӗ çын тӗл пулаççӗ. - Мӗнле пурăнатăн, Мирун? - ыйтать пӗри. - Питӗ лайăх, Ваççа. Пӗр кантурта генеральнăй директорта ӗçлетӗп, - мухтанать Мирун. - Апла мана ӗçе ил-ха хăвăн патна. - Пӗр сăмахсăр илетӗп. Аслă пӗлӳллӗ, 30 çула çитмен, акăлчан чӗлхине питӗ...
Тахçан пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнă икӗ çын тӗл пулаççӗ.
- Мӗнле пурăнатăн, Мирун? - ыйтать пӗри.
- Питӗ лайăх, Ваççа. Пӗр кантурта генеральнăй директорта ӗçлетӗп, - мухтанать Мирун.
- Апла мана ӗçе ил-ха хăвăн патна.
- Пӗр сăмахсăр илетӗп. Аслă пӗлӳллӗ, 30 çула çитмен, акăлчан чӗлхине питӗ лайăх пӗлекен арçын кирлӗ пире, килӗшетӗн-и?
- Епле интеллигентлă пăрса ятăн та эсӗ мана…
* * *
Кукша Кӗркури пасарта çӳренӗ чухне Ахманей пӗр чиканпа шахматла вылянине курать. Йӗри-тавра ытти куштансем пуçтарăнса тăнă.
- Чикансемпе шахматла выляма юрамасть, - тесе хурать Кӗркури вăййа кăштах сăнаса тăнă хыççăн.
- Мӗншӗн тата? - тӗлӗнет Ахманей.
- Вӗсем самантрах лашасене вăрлаççӗ.
* * *
- Ку мӗнле чиперкке пулчӗ тата, паллаймарăм? Пирӗн ялта çав тери хитре хӗрарăм та пурăнать-и? - ыйтать Кукша Кӗркури пасарта хирӗç пулнă кӳршинчен.
- Епле паллаймарăн вара? Манăн кин Сăпани вӗт вăл. Улатимӗр ывăлăмпа райцентрта пурăнать, - ăнлантарать Ахманей.
- Калап çав, таçта курнă тесе. Епле чиперленсе кайнă. Улатимӗр тахçантанпах килте мар ахăр санăн?
- Çапла çав, Питӗре ӗçлеме кайнăччӗ, виçӗ уйăх иртрӗ ӗнтӗ, халӗ те килеймерӗ-ха. Эсӗ ăçтан пӗлетӗн вара Сăпани пӗччен пурăннине? - тӗлӗнет кӳрши.
- Упăшкинчен вăхăтлăха уйрăлни çеç хӗрарăма çав тери чиперлетсе яма пултарать, - каласа хучӗ тет Кукша.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ12300
-
4 марта 2021 - 20:02Владимир Путин ҫамрӑксене кӑмӑллӑ контентпа тивӗҫтерме сӗннӗ Патшалӑх телевиленипе радиона, хаҫат-журналсене контрольлеме пултарать пулсан, интернетри хыпар хатӗрӗсене, е уйрӑм ҫынсем ҫырнисене тимлеме ӑна ҫӑмӑлах мар8700
-
4 марта 2021 - 19:38Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсенчи апат пахалӑхне тӗрӗсленӗ Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх, прокуратура 300 ытла нарушенине сирме хушнӑ, санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн 44 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ5400
-
4 марта 2021 - 16:16Рустам Минниханов чăвашсен тăван чӗлхепе çыхăннă йывăрлăхӗсем çинчен пӗлет Мартăн 3-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн хӗрарăм журналистсемпе тӗл пулчӗ. Мероприяти Хусан Кремлӗнчи Представительство керменӗнче ăшă лару-тăрура иртрӗ. Рустам Минниханов республикăра пурăнакан кашни нацин пӗр пек майсем пулмаллине палăртса чăвашсене пулăшма пулчӗ. «Профильлӗ ведомствăсене кирлӗ хушусем панă. Министерствăра кашни нацин уйрăм специалисчӗ пулмалла, урăхла мӗнле-ха? Уйрăмах чăвашсен пулмалла. Литература туянма та пулăшăпăр, тӳрех мар пулсан та çулталăк тăршшӗпе туса çитеретпӗр. Протокол тусах ведомствăсене хушу ярăпăр. Ку питӗ кирлӗ ыйту, вăл тимлӗхсӗр юлмӗ», – шантарчӗ Президент.9200
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ38612
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ15400
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.14001
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ277700
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.16600
-
2 марта 2021 - 20:22Юнкун ҫанталӑк пӑсӑлать Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви тутарстансене мартӑн 3-мӗшӗнче инҫе ҫула тухмашкӑн тӑхтаса тӑма сӗнет13600
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ12300
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика