Сувар

Кулăш

- Кĕркури, эсĕ хăвăн арăмна хĕр чухне вăрласа килнĕ теççĕ. Суяççĕ пулĕ, - теççĕ Кукша Кĕркурине пасарта тĕл пулсан Ахманейпе ытти куштансем. - Чăнах. Вăрласа килнĕччĕ, - тунмасть Кукша. - Кам та пулин пулăшрĕ ахăр сана? - Ашшĕ-амашĕ пулăшнăччĕ çав. *** - Çуралнă кунсене ăçта паллă тăватăр? - Арăмăн çуралнă...

- Кĕркури, эсĕ хăвăн арăмна хĕр чухне вăрласа килнĕ теççĕ. Суяççĕ пулĕ, - теççĕ Кукша Кĕркурине пасарта тĕл пулсан Ахманейпе ытти куштансем.

- Чăнах. Вăрласа килнĕччĕ, - тунмасть Кукша.

- Кам та пулин пулăшрĕ ахăр сана?

- Ашшĕ-амашĕ пулăшнăччĕ çав.

 

***

- Çуралнă кунсене ăçта паллă тăватăр?

- Арăмăн çуралнă кунне ресторанта, манăнне календарь çинче.

 

***

Арçын хваттерĕнче телевизор хытă ярса кино пăхать. Сасартăк алăкран шăнкăравлаççĕ. Кÿршисем иккен:

- Пирĕн услугăпа усă курма сĕнетпĕр, - теççĕ вĕсем сăпайлăн.

- Мĕнле услуга тата?

- Телевизор сÿнтерсе çÿретпĕр эпир.

- Тавтапуç, телевизора сÿнтерме шухăшламан-ха.

- Çапăçсан çак услуга хаклăрать пулать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: