Сувар

Куславккара «Смолин вулавӗсем» пулаççӗ

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Чăваш Енри Куславккари Культура керменӗнче «Смолин вулавӗсем» V уçă поэзи конкурсӗ иртет. Ăна Çеçпӗл Мишшин, Çемен Элкерӗн, Трубина Марфин, Геннадий Айгин тата Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреатне, пултаруллă поэта Анатолий Смолина халалланă. Анатолий Семенович Смолин Куславкка районӗнчи Шăнчас ялӗнче 1957 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Кармышкассинче вăтам шкул пӗтернӗ....

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Чăваш Енри Куславккари Культура керменӗнче «Смолин вулавӗсем» V уçă поэзи конкурсӗ иртет. Ăна Çеçпӗл Мишшин, Çемен Элкерӗн, Трубина Марфин, Геннадий Айгин тата Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреатне, пултаруллă поэта Анатолий Смолина халалланă.

Анатолий Семенович Смолин Куславкка районӗнчи Шăнчас ялӗнче 1957 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Кармышкассинче вăтам шкул пӗтернӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Куславкка райӗçтăвкомӗн культура пайӗнче, кăшт каярах хăй вӗреннӗ аслă шкулти чăваш литературин кафедринче ӗçленӗ. 1984-1996 çулсенче «Çилçунат» журнал редакцийӗнче малтанласа пай редакторӗ, унтан тӗп редактор пулса вăй хунă. 1996-1999 çулсенче Чăваш Республикин Президенчӗн пресс-службинче, каярахпа унăн Пулăшуçи пулса ӗçленӗ.

Паянхи кун вăл пултаруллă поэт тата куçаруçă пек палăрса тăрать. Сăввисенче унăн яр уçă кăмăлӗ, вӗсене çăмăллăн та çӗкленӳллӗ çырни палăрать. Вырăс поэчӗсен сăввисене чăвашла, чăвашсенне вырăсла нумай куçарнă. Пӗтӗмпе 14 кӗнеке пичетлесе кăларнă. Паллисен шутӗнче: «Кӗтрет кӗтесӗ», «Çаврăм», «Первый раз в первый класс», «Правда о Нине Правдиной», «Çӳретпӗр Çеçпӗл çулӗпе» сăвă пуххисем.

Литература аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн «Н.В.Гоголь», «Ф.М.Достоевский», «А.П.Чехов», «100 лет со дня рождения Мусы Джалиля» медальсемпе, «За вклад в просвещение» орденпа наградăланнă.

«Смолин вулавӗсене» Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министерстви, Чăваш Наци Конгресӗ, Куславкка район администрацийӗпе Куславкка ентешлӗхӗн организацийӗ йӗркелеççӗ.

Мероприяти ирхине 11 сехетре пуçланать. Кашни çулах вăл питӗ интереслӗ иртет. Эпӗ унта хаваспах хутшăнатăп. Сăмах май, вăл манăн сăвва та тутарларан вырăсла куçарнă. Чăвашла та куçарасшăнччӗ те, шел, ӗлкӗреймерӗ. Анатолий Смолинăн тăван кӗтесӗнче тепӗр хут пулса курма питӗ хавас, çак куна чăтăмсăррăн кӗтсе тăратăп.

Равиля МУБАРАКШИНА.

ТР журналистсен союзӗн пайташӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: