Сувар

Ларса çиме сывлăх пултăр

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстанра ӳкернӗ «Вера древнего народа» фильмпа пуçланчӗ кăçал Тольяятинчи Чӳклеме. Сăмах май, Тольяттири ЧНКА активисчӗсен хушшинче пирӗн республикăран тухнă чăвашсем сахал мар, председателӗ Александр Бикмурзин та Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче вӗреннӗ. Йăла тăрăх малтан пухăннисене Хула тата область Думин пуçлăхӗсем саламларӗç. Вӗсен çумне Тольяттири Туслăх çурчӗн...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстанра ӳкернӗ «Вера древнего народа» фильмпа пуçланчӗ кăçал Тольяятинчи Чӳклеме. Сăмах май, Тольяттири ЧНКА активисчӗсен хушшинче пирӗн республикăран тухнă чăвашсем сахал мар, председателӗ Александр Бикмурзин та Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче вӗреннӗ.

Йăла тăрăх малтан пухăннисене Хула тата область Думин пуçлăхӗсем саламларӗç. Вӗсен çумне Тольяттири Туслăх çурчӗн директорӗ Анна Суворова тата Чăваш наци конгресӗн президенчӗн Самар облаçӗнчи полномочиллӗ представителӗ Николай Сидоров тата ытти хисеплӗ хăнасем хушăнчӗç.

«Малалла концерт пулчӗ», - тесе çырма пулатчӗ. Анчах та ун пек мар. Тольяттисем «Чӳклеме» йăлине çапла тӗплӗн кăтартасса кӗтменччӗ.
Ç
ӗнӗ тырă çăнăхӗнчен пӗçернӗ çавра çăкăра ик аллăн çӗклесе арçынсенчен чи асли кӗлӗ вуларӗ.
«Турă вăй-хал патăр. Ака пуçне çавăрса килсе пухмашкăн тырă патăр, ырă самант т
ӗлне пултăр. Чир-чӗрсенчен, инкек-синкекрен сыхласа хăвартăр. Эй, çӳлти ырă Турăçăм. Эс ман Турă çӳлти. Мăн Турă Амăшӗ, çырлах. Çитменнине çитер, ытлашшине каçар», - пулчӗç кӗлӗри сăмахсем. Çакăн хыççăн хӗрарăмсем «Кивви çине çӗнни пултăр», - тесе кивӗ сăрана çӗнетеççӗ, çӗнӗ тырра киветеççӗ. Акара сухапуç тытнине пӗрремӗш алтăр тыттараççӗ.

«Акни-сапни шăтса тухтăр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултăр, тырă-пуллине, пахча çимӗçне лайăх пухса кӗртме турă вăй патăр, ларса çиме сывлăх пултăр», - тесе çăкăр касаççӗ. Пухăннă хăнисем харăссăн «Çапла пултăр!» - тесе хуравлаççӗ.

Кун хыççăн çӗр ӗçченӗсен «Алран кайми аки-сухи» юррине юрла пуçларӗç сцена çинчисем. Залра ларакан халăх вăл чăваш халăх гимнӗ пулнине шута илсе ура çине тăчӗ. Патриотлăх туйăмӗ йăхташсенче пысăк, анчах та йывăрлăхсемсӗр те мар.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: