Сувар

«Манăн проект – манăн халăха» конкурс çӗнтерӳçисем

Декабрӗн 21-22-мӗшӗсенче республикăри шкул ачисен хушшинче иртнӗ «Аталан» наци вӗрентӳ форумӗнче ачасем «Манăн проект - манăн халăха!» проектсен конкурсне тăратнă ӗçӗсене те хӳтӗлерӗç. Палăртса хăварар, унта пӗтӗмпе 37 чăваш ачи хăйӗн проектне янă. Жюри конкурса пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсем çаксем тесе йышăнчӗ: Ксения ИЛЮХИНА (10-мӗш класс, Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ. Проект ячӗ...

Декабрӗн 21-22-мӗшӗсенче республикăри шкул ачисен хушшинче иртнӗ «Аталан» наци вӗрентӳ форумӗнче ачасем «Манăн проект - манăн халăха!» проектсен конкурсне тăратнă ӗçӗсене те хӳтӗлерӗç. Палăртса хăварар, унта пӗтӗмпе 37 чăваш ачи хăйӗн проектне янă. Жюри конкурса пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсем çаксем тесе йышăнчӗ:

Ксения ИЛЮХИНА (10-мӗш класс, Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ. Проект ячӗ «Эсир паттăр пуласшăн-и?» (компьютер вăййи);

Анна НИКИФОРОВА (9-мӗш класс, Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ. Проект ячӗ «Чăваш ачине - чăвашла мультфильм»);

Виталий ВАСИКОВ (8-мӗш класс, Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш шкулӗ. Проект ячӗ «Виртуаллă музей»);

Вадимпа Игорь ИГНАТЬЕВСЕМ (9-мӗш класс, Алексеевски районӗ, Чăваш Майни шкулӗ. Проект ячӗ «Çăлкуç» çуллахи палаткăллă лагерь»);

Тамара НИКОЛАЕВА, Людмила РЕДЮКОВА , Мария ВАСЮТКИНА ( 9, 10, 9-мӗш классем, Çарăмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ. Проект ячӗ «#Янра_чăваш_чӗлхи!»);

Эвелина ТОРГАШОВА (7-мӗш класс, Теччӗ районӗ, Пухтел шкулӗ);

Вероника КУДРЯШОВА (7-мӗш класс, Апас районӗ, Азбаба шкулӗ. Проект ячӗ «Управçă (оберег) пукане»;

Кристина ФОМИНА (8-мӗш класс, Теччӗ районӗ, Çармăс шкулӗ. Проект ячӗ «Сывлăхран хакли çук».).

Çӗнтерӳçӗсене ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ парнепе чыслать, конкурса хутшăннисене пурне те Диплом парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: