Сувар

Миçере çемье чăмăртамалла?

Чăвашсем мĕн авалтан ывăл-хĕрне кĕрхи ĕçсем вĕçленсен, кĕр мăнтăрĕпе мăшăрлантарнă. Малтан евчĕ ярса хĕре çураçса хунă. Пулас кинне ывăлĕнчен аслăрах хĕрсем хушшинче шыранă: вăл вăйпăтти, ача çуратма юрăхлă пултăр, апат-çимĕç хатĕрлеме, алĕç тума пĕлтĕр. Вăл вăхăтра 17 çулхи яша вăтăртан иртнĕ ватă хĕре те илсе пама пултарнă. Çапла, çапла. Чылай...

Чăвашсем мĕн авалтан ывăл-хĕрне кĕрхи ĕçсем вĕçленсен, кĕр мăнтăрĕпе мăшăрлантарнă.

Малтан евчĕ ярса хĕре çураçса хунă. Пулас кинне ывăлĕнчен аслăрах хĕрсем хушшинче шыранă: вăл вăйпăтти, ача çуратма юрăхлă пултăр, апат-çимĕç хатĕрлеме, алĕç тума пĕлтĕр. Вăл вăхăтра 17 çулхи яша вăтăртан иртнĕ ватă хĕре те илсе пама пултарнă. Çапла, çапла. Чылай чух ывăлĕн кăмăл-туйăмне пачах шута илмен. Самана çĕнелсе пынă май ку йĕрке те улшăнса пырать. Авалхи туй йĕркисем манăçаççĕ. 60-70-мĕш çулсенче хĕрсем 19-21 çул тултарсан качча кайнă, яшсем - 23-25 çулсенче авланнă пулсан çĕнĕ ĕмĕрте çамрăксем çемье чăмăртама васкамаççĕ.

Миçере çемье çавăрсан авантарах? Миçе çулта ача çуратма чух вăхăт?

Европăра паян çакă тĕп ыйтусенчен пĕри. Çемйисенче ача сайра çуралнипе кунта чан çапаççĕ темелле, тулли çемье чăмăртама вĕсен майсем Раççĕйринчен темиçе хут, Африкăринчен - пин хут авантарах пулсан та.

Африка тенĕрен, кунти яшсем ир авланаççĕ, кĕске вăхăтра нумай ачаллă пулса тăраççĕ. Ăçта пурăнасси, çемьене мĕнле тăрантарасси вĕсен пуçне ыраттармасть. Кунти хĕрарăм 25 çула çитсен те ача çуратмасть е виççĕрен кая çуратрĕ пулсан вăл чирлĕ шутланать.

Европăра çемье чăмартас пирки 27 е 30 çула çитсен тин шутлама пуçлаççĕ. Унчен вăл ача вырăнĕнче-ха: унăн вĕренмелле, ĕçлемелле, карьера тумалла, канмалла, тавракурăмне пуянлатмалла. Çемье тума ĕлкĕреп ха тет. Иртерех çемье чăмăртама ăна никам та чармасть, анчах çак пысăк утăма тума вăл хальлĕхе психика тĕлĕшĕнчен хатĕр мар-ха. Вĕсен шучĕпе, çемье никĕсĕ юрату çинче кăна çирĕппĕн тăрать. Çавăнпа та икĕ чĕре хăйсен туйăмĕсенче иккĕленет пулсан - çемье чăмăртама васкамасть.

Раççейре те халĕ 18 тултарнă-тултарман авланакансен е качча каякансен шучĕ чакса пырать. 25 е 28 çул тултарсан тин каччă хăй çÿрекен хĕрсен хушшинче пулас арăмне суйлама тытăнать. Авланать. Мĕншĕн тесен çул çитнĕ, ашшĕ-амăшĕ хистет. Унсăр пуçне вăтăр урлă каçнисене тата кашни тĕл пулаканĕ: «Эсĕ халĕ те авланман-и-ха?» - тесе тарăхтарать. Пирĕн çĕршывра халĕ «вăхăт çитнипе» авланаççĕ е качча каяççĕ. Юрату туйăмĕ çирĕп-и çук-и - тĕрĕслесе пăхмаççĕ. Çавăнпа уйрăлакансем нумай, амăшĕ вара ачине пĕчченех ÿстерет.

Кирлĕх-и çемье çавăрма?

Кашкăрсен кĕтĕвнех илер. Кĕтÿре аçасен тата амасен пĕр пайĕ çеç çамрăк ăрушăн яваплă. Тепĕр пайĕнче - сунарçăсем, кĕтĕве сыхлакансем тата территорие сăнаса тăракансем. Вĕсем çемьене аталантарас ĕçе хутшăнмаççĕ.

Енчен те ама çуратаймасть пулсан ăна кĕтÿрен кăларса ямаççĕ, вăл тепĕр ĕçре усă тăвать. Кашкăр кĕтÿре сывă çурасем пулччăр тесе сывă амасене çеç суйласа илет.

Этем обществинче, шел, пур чухне те ун пек мар. Çирĕп йăх пулăр тесе сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем сахалланса пыраççĕ. Паян сывлăхшăх сиенлĕ йăласене (сăра-эрех ĕçме, пирус туртма) пăрахмасăрах ача тĕвĕлеççĕ. Çавсене пула обществăра чирлĕ ачасем çуралаççĕ. Çирĕп çемье тума хатĕр мар мăшăрсем «йĕркесĕр çемьесем» шутне кĕреççĕ. Ашшĕ-амĕшĕ пур çинчех вĕсен ачисем интернатра е ют çемьере ÿсеççĕ. Мĕншĕн вĕреннĕ çынсен обществинче лару-тăру кашкăрсеннинчен начартарах-ха?

«Деградантсене» çуратас пур, тен, «чирлĕ» çынсен вуçех çемье çавăрмалла мар. Кама кирлĕ чирлĕ общество? Апла-тăк мĕншĕн Раççей правительстви ача шутне ÿстерессишĕн тăрăшать-ха? Хăй пĕр хутчен Амăш капиталне панипех çырлахать. Çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма ипотекăн поцентне те чакармаççĕ. Ÿснĕ ачан ăçта пурăнмалла? Çак ашшĕ-амăшне çеç шухăшлаттарать.

Ăслăраххисем паян икĕ-виçĕ ачапа çырлахаççĕ. Вăл пĕлет: ачана ÿстермелле, çирĕп пĕлÿ памалла, мăшăрлантармалла, çурт-йерпе тивĕçтермелле. Нумай ачана вăл икĕ ĕç укçипе ниепле те ура çине тăратаймасть. Тепри вара «патшалăх пулăшĕ-ха» тесе çулсерен пĕрер ача çÿратса выртать. Ан тив, сывă та тĕреклĕ çемьере çуратчăрах. Ĕçсе-супса, ниçта та ĕçлемен харампырсенчен çуралнă ачасене камăн ÿстермелле?

«Çемье - патшалăх тĕп сыпăкĕ» тесе К. Маркс темиçе ĕмĕр каяллах каланă. Çакăн пĕлтерĕшĕ паян та пысăк. Сывă общество сывă çемьесенчен тăмалла тетпĕр пулсан çемье çавăрас ыйту чи явапли пулмалла пек. Çакă патшалăх тивĕçĕ çеç мар, кашни ашшĕ-амăшĕн, ÿссе çитĕннĕ яшсемпе хĕрсен яваплăхĕ. Çавăнпа та хăçан авланасси е качча каясси, хăçан тата миçе ача çуратасси мăшăртан хăйĕнчен килет.

Тухтăрсем хĕрарăмсене 25 çултан тытăнса 35 çулччен çуратма хушаççĕ. Сывă хĕрарăмшăн çак тапхăр - чи аванни. Миçе ача çуратасси пирки вара кашни мăшăр хăй шутлать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: