Сувар

Мӗн çитмест хальхи çамрăксене?

Ватă хӗрарăмсене вӗлерекен ПТУ-ра вӗренсе тухнă çамрăк пулма пултарать тесе пӗлтернӗ следстви управленийӗн брифингинче ТР уголовнăй ӗçсен следователӗ Дмитрий Мясников. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, каччă хваттерсене ЖЭУ ӗçченӗ ятӗнчен кӗнӗ. Çавăн пек майпа кӗрсе вăл 20 çын вӗлернӗ. Тăтăшах ун алли айне пӗччӗн пурăнакан, сахал калаçакан ватă хӗрарăмсем лекнӗ. Вӗсене...

Ватă хӗрарăмсене вӗлерекен ПТУ-ра вӗренсе тухнă çамрăк пулма пултарать тесе пӗлтернӗ следстви управленийӗн брифингинче ТР уголовнăй ӗçсен следователӗ Дмитрий Мясников.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, каччă хваттерсене ЖЭУ ӗçченӗ ятӗнчен кӗнӗ. Çавăн пек майпа кӗрсе вăл 20 çын вӗлернӗ. Тăтăшах ун алли айне пӗччӗн пурăнакан, сахал калаçакан ватă хӗрарăмсем лекнӗ. Вӗсене вӗлернӗ хыççăн çамрăк килти пурлăха çаратса алăка питерсе кайнă.

Следстви дайннăйсем тăрăх, вăл хулара пурăнаканскер, ПТУ вӗренсе пӗтернескер, асламăшӗ е кукамайӗшӗ ӳстерсе çитентернӗ çамрăк. Хальлӗхе следствин çамрăкăн айăпне кăтартакан паллăсем нумай пухăнса çитнӗ. Вӗсен шутӗнче видео та, пушмак йӗрӗ те тата ыттисем те. Полицейскисем пурӗ пин ытла свидетеле ыйтса тӗпченӗ, çавăн чухлӗх экспертиза та тунă. Юлашки хут çак çамрăк Пушкăртстанра 2012 çулта сентябрь уйăхӗнче çынна вӗлернӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: