Сувар

Мӗн çитмест пирӗн ялта?

(«Аталан» чăваш çамрăкӗсен форумӗн пултарулăх конкурсӗнчи эссесем) МАНШĂН ял - лăпкă вырăн, унта кашни хăйӗн чунне лăплантараканнине тупать. Эпӗ ăна питӗ юрататăп, мӗншӗн тесен кунта манăн çемье, юлташсем, юрату... Пирӗн ял чи илемли, кунта пӗр-пӗрне ăнланакан ырă çынсем пурăнаççӗ. Йăлтах пур. Пӗр япала кăна çитмест - çын сахал... Çавăнпа эпӗ...

(«Аталан» чăваш çамрăкӗсен форумӗн пултарулăх конкурсӗнчи эссесем)

МАНШĂН ял - лăпкă вырăн, унта кашни хăйӗн чунне лăплантараканнине тупать. Эпӗ ăна питӗ юрататăп, мӗншӗн тесен кунта манăн çемье, юлташсем, юрату... Пирӗн ял чи илемли, кунта пӗр-пӗрне ăнланакан ырă çынсем пурăнаççӗ. Йăлтах пур. Пӗр япала кăна çитмест - çын сахал... Çавăнпа эпӗ сире, хаклă тăвансем, туссем, пирӗн яла хăнана йыхăратăп. Кăмăлăра кайсан пурăнма юлăр. Ырă сунса кӗтетӗп çăкăр-тăварпа!

Сергей П., Нурлат районӗ.

КАШНИ çыншăн хăйӗн тăван ялӗ чи илемли, чи çывăххи. Мӗншӗн тесен эпир унта çуралнă, ӳснӗ. Мӗн çитмест пирӗн ялта? Эпӗ ку ыйту çине çакăн пек хуравлатăп: пирӗн Вăтам Хăмăшлăра ачасем валли вылямалли вырăн сахал. Ачасем çӗр çинчи чи илемлӗ чунсем, çавăнпа та вӗсем валли площадкăсем тумалла.

Клара Г. , Нурлат районӗ.

ÇӖНӖ Шешкел питӗ илемлӗ вырăнта вырнаçнă. Ялта лайăх çынсем пурăнаççӗ. Пирӗн яла килекен çул çав тери начар. Çак проблемăна пула пирӗн яла таврара лайăх мар теççӗ. Ытти вара йăлт çитет. Шкул хитре, учительсем лайăх вӗрентеççӗ. Хамăр ялти клубăн ансамблӗ те пур, вăл «Сывлăм» ятлă. Унта шкулăн пӗтӗм ачи - пӗчӗккисем те, аслисем те. Ачасем футбол, волейбол выляма юратаççӗ.

Манăн вара хамăрăн яла питӗ лайăххисен шутне кӗртес килет.

Никита А., Лениногорск районӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: