Сувар

Мӗнле пурăнать чăваш Голливучӗ?

Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм чăвашсен «Асам» III кинофестивалӗ Марат Никитин режиссерăн «Фуга» илемлӗ фильмӗпе уçăлнă. Çаплах куракансем Тани Юнпа Иоаким М-Кошкинский асаилӗвӗсене кӗртнӗ «Чăваш киновӗн историйӗ» фильма та курма пултарнă. Шел те, савăнăçлă мероприятие ЧР Культура министрӗпе К.Яковлевпа ЧНК президенчӗ Н.Угасловран сумлăрах хăнасем хутшăннине асăнмасть чăваш халăх сайчӗ. Кинофестивале уçнă...

Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм чăвашсен «Асам» III кинофестивалӗ Марат Никитин режиссерăн «Фуга» илемлӗ фильмӗпе уçăлнă. Çаплах куракансем Тани Юнпа Иоаким М-Кошкинский асаилӗвӗсене кӗртнӗ «Чăваш киновӗн историйӗ» фильма та курма пултарнă.

Шел те, савăнăçлă мероприятие ЧР Культура министрӗпе К.Яковлевпа ЧНК президенчӗ Н.Угасловран сумлăрах хăнасем хутшăннине асăнмасть чăваш халăх сайчӗ. Кинофестивале уçнă çӗрте Раççей киноискусство ӗçченӗсем те пулмаллахчӗ пек, калăпăр, пӗр-пӗр паллă режиссер е Тани Юнпа Иоаким Максимов-Кошкинскин мăнукӗ, актер Андрей Петрович Градов, тата ытти те. Вӗсем хутшăнни кинофестивалӗн сумне ӳстернӗ пулӗччӗ-çке, анчах аялтан вӗçме хăнăхнă çав эпир чăвашсем.

Сăмах май, чăваш киновӗпе паллашас тесен «Çеçпӗл» кинотеатра, «Чăвашкино» çуртне тата Чăваш наци библиотекине каймалла. Шăпах унта кинофестиваль программине кӗнӗ фильмсене кăтартаççӗ.

Кинофестиваль пирки Чăваш Кинематографисчӗсен союзӗн ертӳçи Олег Цыпленков «Сувар» хаçата интервью пачӗ. ( С.Журавлев сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: