Сувар

Ӗмӗрлӗх хӗвел

Михаил Николаевич Юхман (Юхма Мишшин) «Чăвашлăх тӗнчин ӗмӗрлӗх хӗвелӗ» кӗнекине темиçе те вуласа тухрăм. Мӗншӗн тесен, вăл мана авалхи чăваш сăмахӗсен энциклопедийӗ евӗр туйăнать. Çак кӗнекене Михаил Николаевич мана пӗлтӗр: «Пӗр шухăшлă, ырă чунлă тамăра ырă сунса»,- тесе çырса парнеленӗччӗ. Ку чăваш чӗлхин пуянлăхне витӗмлӗн кăтартакан кăларăм маншăн, тӗпчевçӗшӗн, питӗ...

Михаил Николаевич Юхман (Юхма Мишшин) «Чăвашлăх тӗнчин ӗмӗрлӗх хӗвелӗ» кӗнекине темиçе те вуласа тухрăм. Мӗншӗн тесен, вăл мана авалхи чăваш сăмахӗсен энциклопедийӗ евӗр туйăнать. Çак кӗнекене Михаил Николаевич мана пӗлтӗр: «Пӗр шухăшлă, ырă чунлă тамăра ырă сунса»,- тесе çырса парнеленӗччӗ. Ку чăваш чӗлхин пуянлăхне витӗмлӗн кăтартакан кăларăм маншăн, тӗпчевçӗшӗн, питӗ хаклă: кирлӗ чухне нумай ыйту çине хурав тупма тата вӗренме пулать. «Тамăр» сăмах «единомышленник» пулнине те кӗнекене вуласа тухсан ăнланса илтӗм.
Кӗнекере паянхи кунччен сыхланса юлнă авалхи чăваш сăмахӗсен, чӗрчун, пăлхар-чăвашсен кӗвӗ-çемӗпе çар хатӗрӗсен ячӗсен, манăçнă самахсен ахах-мерченӗ, çав шутра авалхи чăваш патшалăх йӗрки, вăрçă-харçă, кил-тӗрӗш сăмахӗсене те çырса кăтартнă. Çак сăмахсен вăрттăнлăхне уçса панă май Михаил Николаевич пире те çак ӗçсемпе малалла ӗçлеме, вӗсене малалла тăсма сӗнет. Çак сӗнӳсене кӗнекен нумай страницисенче вулатăн. Сăмахран: «Кашни шырав тӗлӗнтермӗш, асамлăх. Мӗн чухлӗ тӗлӗнмелли, тӗпчемелли! Такам валли те çитет: ӗçле, тӗпче, вӗрен. Ху пуç тавра шутласа тупнине юлташусене каласа пама ан ӳркен» (29-мӗш стр.); «Чăн чăнлăха тупас тесен, кашнин шухăшне шута илсе, чăнлăха шырамалла» (76-мӗш стр.) тата ытти те.
Çак кӗнекене вуланă май, Михаил Николаевичпа калаçнăн туйăнать. Эпӗ ăна ыйтусем панă хыççăн, вăл мана тӗплӗн ăнлантарать пек. Тата вăл чăваш чӗлхин пуянлăхне кăтартакан тӗслӗхсем илсе кăтартать. Эпӗ ӗçленӗ чухне те Михаил Николаевича час-часах шăнкăравласа тăратăп, унпа канашлатăп, унран усăллă сӗнӳсем илетӗп. Унăн сӗнӗвӗсем малашнехи ӗçе уçса пама пулăшаççӗ.
Кӗнекен юлашки страницинче автор çапла çырать: «Кашни чăваш сăмахӗ, çын е ял ячӗ - пирӗн наци пурлăхӗ. Чăваш Республикинче çеç мар, чăвашсем пурăнакан кашни çӗрте çакна асра тытмалла. Чăваш сăмахӗсене, çын ячӗсене, вырăн е ял ячӗсене тӗпчесе эпир хамăрăн халăх епле аталанса пынине куратпăр. Кашни сăмах, кашни ят - аваллăхăн асамлă арчи. Вӗсене уçса вулама çеç пӗлмелле. Вара, çав асамлăха лексе, хамăрăн аваллăх çинчен кӗнеке çинчи пек вулама пулать. Хисеплӗ вулаканăмсем! Шырăр, тӗпчӗр кашни сăмах, кашни ят, ял-хула историне. Вӗсем - пирӗн наци пурлăхӗ, чаплăран та чаплă, ӗмӗре упракан пирӗн вилӗмсӗрлӗхӗн эткерӗ».
Юхма Мишши каланă çак сăмахсемпе пуринпе те килӗшетпӗр. Михаил Николаевича хăйне те - чăваш тӗнчин ӗмӗрлӗх хӗвелне - çакăн пек кӗнекесем çырнăшăн чӗререн тав туса малалла ӗçлеме ырлăх-сывлăх сунас килет.

РЕДАКЦИРЕН:

Январӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Юхма Мишшин чăвашсен историйӗ çинчен çырнă кӗнекин презентацийӗ иртнӗ. Унта Тутарстанри чăваштаврапӗлӳçисен делегацийӗ те хутшăннă. Кӗнекене хăтлама Раççей Федераци Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш çумӗ, Чăваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Николай Федоров килсе çитнӗ. Юхма Мишши ăна И.Я.Яковлев ячӗллӗ медальпе наградăланă. Александр Семенов «Сувар» хаçат экземплярӗсене парнеленӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: