Сувар

Нурлатри Сабантуйра кино ӳкерме хатӗрленетчӗç

Майăн 28-мӗшӗнче Хусанта Сабантуй иртрӗ, 29-мӗшӗнче Нурлат районӗ ака вӗçленнине паллă турӗ. Кунти Сабантуй лапамӗ курма килекенсне хăйӗн пысăкăшӗпе тӗлӗнтерет. Ăна пӗрремӗш хут куракансем каçсах каяççӗ. Ипподром çывăхӗнче ирех юрă-кӗвӗ сасси, вăйăсем-ăмăртусем çынсене парнесемпе илӗртеççӗ. Яланхи пек вырăнти халăхсен кил-çурт хуçалăхӗсем хатӗрленӗ, хăнасене халăх апат-çимӗçӗпе сăйлаççӗ. Район пуçлăхӗ Равиль Кузюров...

Майăн 28-мӗшӗнче Хусанта Сабантуй иртрӗ, 29-мӗшӗнче Нурлат районӗ ака вӗçленнине паллă турӗ. Кунти Сабантуй лапамӗ курма килекенсне хăйӗн пысăкăшӗпе тӗлӗнтерет. Ăна пӗрремӗш хут куракансем каçсах каяççӗ. Ипподром çывăхӗнче ирех юрă-кӗвӗ сасси, вăйăсем-ăмăртусем çынсене парнесемпе илӗртеççӗ. Яланхи пек вырăнти халăхсен кил-çурт хуçалăхӗсем хатӗрленӗ, хăнасене халăх апат-çимӗçӗпе сăйлаççӗ. Район пуçлăхӗ Равиль Кузюров пухăннисене çурхи ака ӗçӗсем вӗçленнӗ ятпа саламларӗ, вăл ӗçре мала тухнă механизаторсемпе выльăх-чӗрлӗх пăхакансене парнесем пачӗ. Çавăн пекех ӗçре палăрнисем ТР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучӗсене тивӗçрӗç. Вӗсене ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев пачӗ. Çавăн пекех вăл ТР Президенчӗн саламлă çырăвне те вуласа пачӗ. Çӗршыври Кино çулталăкне халалласа импровизациленӗ «съемка площадки» те ӗçлет. Кунта «Бородино» та «Белое солнце пустыни» те ӳкерме пулать. Артисчӗсем вырăнтах: хăлаçланакан Наполеон та, хăйăр ăшӗнчен мăйӗ кăна курăса тăракан Саид та. Унăн рольне вылякан шакла пуç арçынна нумайăшӗ чейникрен шыв ӗçтересшӗн пулчӗç. Кăтартма пӗлеççӗ нурлатсем. Инçех мар тӗрлӗ халăх костюмӗсемпе фотопроба та иртме пулать. Ачасен Сабантуйӗ уйрăм лапамра иртрӗ. Вӗсен хăйсен сцени, хăйсен вăйисем. Аслисем вара кӗрешӳ, ут спорчӗ птане туртăнаççӗ. Нурлатсен ăратлă янаварӗсем республикипе паллă, Сибагатуллинпа Ягудин лашисем кăна мӗне тăраççӗ. Çавăнпа та хăйсен патӗнчи ăмăртусене вӗсем тӗплӗн хатӗрленеççӗ. Ут чупăвне йӗркелекенсем рысаксемпе вырăнти лашасене уйăрнă: таса ăратлисем, «çурма юнлисем», ялти ферма лашисем уйрăм ушкăнсемпе ăмăртрӗç. Ыттисем хушшинче «Ял йӗкӗчӗсем» номинаци пурри те савăнтарчӗ. Куракансем пуринчен ытла унта хутшăнакансемшӗн шăхăрчӗç. Кӗрешекенсем те нурлатсем кăна марччӗ. Вăй виçме Кукмор, Çарăмсан, Аксу, Элкел районӗсен спортсменӗсем килсе çинӗччӗ. Анчах кунхинче те Нурлат каччи Ильфат Гимадеев паттăра тухрӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: