Сувар

Пахчаçăсен уйăх календарӗ

1, 2-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Пӗр çул ӳсекен мӗнпур ӳсен-тăрана акма-лартма лайăх кунсем. Йăрана акмалли вăрлăхсене шӳтерме лартмалла. Çӗр чавмалла, кăпкалатмалла, минераллă тата органика удобренийӗсем сапмалла. Çак кунсенче йывăç-тӗме наркăмăшлă хутăшсемпе сапма та, ытлашши хунавсене касма та юрамасть. 3-мӗшӗ - тулакан Уйăх. Хатӗрлесе хунă сапансене, сыпмалли туратсене (черенки) тата виктори...

1, 2-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Пӗр çул ӳсекен мӗнпур ӳсен-тăрана акма-лартма лайăх кунсем. Йăрана акмалли вăрлăхсене шӳтерме лартмалла. Çӗр чавмалла, кăпкалатмалла, минераллă тата органика удобренийӗсем сапмалла. Çак кунсенче йывăç-тӗме наркăмăшлă хутăшсемпе сапма та, ытлашши хунавсене касма та юрамасть.

3-мӗшӗ - тулакан Уйăх. Хатӗрлесе хунă сапансене, сыпмалли туратсене (черенки) тата виктори çырлисене лартмалли ăнăçлă кун мар. Шăварма юрамасть.

4-мӗшӗ - тулакан Уйăх. Çак кун ӳсен-тăрансене шăвармалла. Тӗрлӗ культурăна куçарса лартмалли, акмалли-лартмалли, роза чечекӗсене тата улма-çырла йывăççисене авлантармалли лайăх кун. Ытлашши ӳссе кайнă курăка çăлса çӗрме пӗр çӗре купаласа хумалла.

5, 6-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Çак кун пахчара улма-çырла йывăçӗсене каснисӗр пуçне хуть мӗнле ӗç те тума юрать. Сиплӗ курăксем пуçтарсан аван.

7, 8-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Явăнса ӳсекен культурăсене акмалла. Кавăн, дыня, арбуз лартсан аван. Кукуруз, кабачок, хăяр аксан тухăç ăнса пулать. Çак кун çумланă йăрана çум­курăк час шăтмасть. Йывăç-тӗме хурткăпшанкăсенчен сапсан та аван. Улма-çырла паракан йывăç-тӗме кăна касмалла мар.

9, 10-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Уйăх тулас умӗн пӗр кун маларах пахчана купăста, помидор лартмалла, хăяр, кабачок, кавăн, укроп, базилик, петрушка, сельдерей акмалла. Сухан вăрри, çарăкпа çурхи ыхра лартма та кая юлман-ха. Çак кун сиплӗ курăксем пуçтарма юрамасть.

11-мӗшӗ - тулли Уйăх. Çак кун пахчара ӳсен-тăрансемпе ӗçлемелле мар, канччăр. Вăя çӗр чавма, çум çумлама, сиенлӗ хурт-кăпшанкăсемпе кӗрешме ярăр. Улма-çырла тӗмӗсемпе ӗçлеме юрамасть.

12, 13, 14-мӗшӗсем - катăлакан Уйăх. Акас-лартас ӗçсем лайăх, çӗр çырли авкисене (усы) касмалла. Çак кун суханлă чечексем лартма, çурхи чечек суханӗсене кăларса типӗтмелле те кӗркунне лартма хатӗрлесе хумалла. Ӳсен-тăран папкисене касма юрамасть. Çак вăхăтра сиплӗ курăксем те пуçтармалла мар.

15-мӗшӗ - катăлакан Уйăх. Çамрăк хунавсене, викторин авкисене касмалла. Çӗр чавни, кăпкалатни, удобренисем сапни лайăх.

16-мӗшӗ - катăлакан Уйăх. Улма-çырла тӗмӗсем лартмалли лайăх вăхăт.

17, 18-мӗшӗсем - катăлакан Уйăх. Улмаллă культурăсене лартма, редиска, сельдерей, çӗрулми, пăрçа йышши культурăсене акма лайăх вăхăт. Йывăçсене авлантарни те лайăх пулӗ. Тăррисене вара касмалли вăхăт мар.

19-мӗшӗ - катăлакан Уйăх. Çак кун ӳсен-тăрансемпе активлă ӗçлемелле мар. Сиенлӗ хурт-кăпшанка наркăмăшпа сапмалла. Шăварма юрамасть.

20, 21, 22-мӗшӗсем - катăлакан Уйăх. Çуркуннен юлашки кунӗсем. Акмасăр-лартмасăр юлнă культурăсене лартассине вӗçлемелле. Сиплӗ курăксем пуçтарсан та аван. Ытлашши шăварма кăна юрамасть.

23, 24-мӗшӗсем - катăлакан Уйăх. Çӗнӗ Уйăх тухас умӗн ӳсен-тăранпа ӗçлемелле мар. Кăпкалатма, çум çумлама юрать. Анчах нимӗнле ӳсен-тăран тымарне кансӗрлемелле мар.

25-мӗшӗ - çӗнӗ Уйăх. Пахчара ӗçлемелле мар, хăвăр та, ӳсен-тăран та кантăр.

26, 27-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Арбуз, дыня пек авăнса ӳсекен культурăсене, çӗр çырлине куçарса лартмалла. Сиплӗ курăксем пуçтармалла. Çурхи чечек улмисене чавса кăларма юрать. Çак кун çулсан курăк темӗнччен ӳсмест. Улма-çырла тӗмӗсене касма юрамасть.

28, 29-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Хуть мӗнле ӳсен-тăрана та куçарса лартма юрать. Пурне те лайăх шăвармалла, удобренисемпе апатлантармалла. Тӗрлӗ культурăсен, чечексен калчисене пахчана куçарса лартмалла.

30, 31-мӗшӗсем - ӳсекен Уйăх. Пахчари мӗнпур ӳсен-тăранпа ӗçлеме юрать. Кивӗ çӗр çырли тӗмӗсене çӗннисемпе улăштарма, улма-çырла тӗмӗсене лартма лайăх вăхăт. Газонри ытлашши курăка çулсан та аван, курăк вăрах ӳсет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: