Сувар

Палăк хатӗр, илсе каякан çук-ха

Чăваш классикӗн Илпек Микулайӗн бюстне Болгарири Плиска хулинчи Кириллица картишӗнче кириллицăпа çыракан халăхсен паллă çыравçисен аллейине лартасси пирки хыпарланăччӗ ӗнтӗ эпир. Палăка Карен Алексанян меценат укçипе Николай Кондрашкин скульптор ăсталанине те пӗлтернӗччӗ. Болгарире мӗншӗн Илпек Микулайӗн палăкне лартма шутланине те ăнланмалла. Пӗрремӗшӗнчен, çыравçă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Болгари çӗршывне...

Чăваш классикӗн Илпек Микулайӗн бюстне Болгарири Плиска хулинчи Кириллица картишӗнче кириллицăпа çыракан халăхсен паллă çыравçисен аллейине лартасси пирки хыпарланăччӗ ӗнтӗ эпир. Палăка Карен Алексанян меценат укçипе Николай Кондрашкин скульптор ăсталанине те пӗлтернӗччӗ.

Болгарире мӗншӗн Илпек Микулайӗн палăкне лартма шутланине те ăнланмалла. Пӗрремӗшӗнчен, çыравçă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Болгари çӗршывне ирӗке кăларма хутшăннă. Иккӗмӗшӗнчен, революцичченхи пурнăçа сăнлакан «Хура çăкăр» романне Болгари халăхӗ юратса вулать, шăпах çак произведение куçарнă та вӗсем.

Николай Кондрашкин пӗлтернӗ тăрăх, Илпек Микулайӗн бюсчӗ хатӗр, ăна бронзăранах шăратса кăларнă. Сăнӳкерчӗк тăрăх хаклас пулсан, бюст чăнах та çав тери лайăх пулса тухнă. Скульптор çыравçăн эмоцине те кăтарма пултарнă унта. Пӗр сăмахпа, Европăна тӗлӗнтермелӗх пур.

Илпек Микулайӗн палăкне Кириллица картишӗнче кăçал май уйăхӗн 11-мӗшӗнче уçма палăртнă. Анчах яланхи пекех кунта та анчах такăнтарать. Карен Алексанян ЧР Пуçлăхӗ М.Игнатьев патне бюста Плиска хулине çитерме тата таможня урлă каçарма пулăшмашкăн ыйтса çыру янăччӗ. Май уйăхӗн 11-мӗшӗччен вăхăт нумаях та юлмарӗ, Чăваш Енре вара ку енӗпе нимӗнле йăшăлтату çук иккен-ха. Палăк лартни вăл паллă çыравçăн ячӗпе пӗрлех республика чапне те çӗклени пулать-çке, анчах та кун пек чап чăвашсене хальлӗхе кирлӗ мар пек туйăнать. (Н.Кондрашкин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: