Сувар

Паттăр халăх – ирçелсем!

Ульяновск облаçӗнче çӗнӗ çул умӗнхи спорт форумӗ иртнӗ, унта Сергей Морозов кӗпӗрнаттăр та хутшăннă. Пуçлăх сăмахӗсемпе, экономика, финанс, социаллă кăтартусемпе Ульяновск облаçӗ Федерацин Атăлçи округӗнче малти виçӗ регион хушшинче çирӗп вырăн йышăннă. Çак кăтартусем, паллах, спортри çитӗнӳсем çине те витӗм кӳреççӗ. «Шанатăп, чӗмпӗрсен ячӗсем пирӗн çӗршывăн олимп сборнăйӗсен списокӗсенче тата...

Ульяновск облаçӗнче çӗнӗ çул умӗнхи спорт форумӗ иртнӗ, унта Сергей Морозов кӗпӗрнаттăр та хутшăннă. Пуçлăх сăмахӗсемпе, экономика, финанс, социаллă кăтартусемпе Ульяновск облаçӗ Федерацин Атăлçи округӗнче малти виçӗ регион хушшинче çирӗп вырăн йышăннă. Çак кăтартусем, паллах, спортри çитӗнӳсем çине те витӗм кӳреççӗ. «Шанатăп, чӗмпӗрсен ячӗсем пирӗн çӗршывăн олимп сборнăйӗсен списокӗсенче тата та янăрӗç, Çакна тăвас тесе эпир пӗтӗм вăя хурăпăр», - тенӗ Сергей Морозов спортсменсене саламланă май.
Аса илтеретпӗр, Рио-де-Жанейрора иртнӗ Олимп вăййисенче Ульяновскри воллейболистка Анна Малова Раççей сборнăйӗн йышӗнче тӗнчери чи вăйлă сакăр команда шутне кӗнӗ. Регионри ирӗклӗ кӗрешӳ шкулӗн спортсменки Инна Тражукова хăйӗн виçинче пиллӗкмӗш вырăн йышăннă.
Ульяновск облаçӗн спортсменӗсем Олимп вăййисене 12 çул хутшăнманнине шута илсен, кăçалхи кăтартусене пысăк çитӗнӳсен шутне кӗртме пулать. Чăнлă районӗнчи Ирçелӗнче çуралса ӳснӗ чăваш хӗрне Олимпиадăна хутшăнса 5-мӗш вырăна çитнӗ ятпа саламласа кӗпӗрнаттăр вӗр çӗнӗ УАЗ автомобиль парнеленӗ.
А.Вражкин сăнӳкерчӗкӗнче: И.Тражукова ашшӗпе Вячеславпа.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: