Сувар

Паян ЧНКА конференцийӗ

Тăван Çӗршыв вăл чӗре пекех, унсăр çын пурăнаймасть. Эпир, Тутарстан чăвашӗсем, çак çӗр çинче тарăн тымар янă. Несӗлсен йăлисене манмасăр паянхи куна çити хамăр авалхи чӗлхене илсе çитертӗмӗр. Тӗрлӗ халăхсен туслă çемйинче эпир тăван республика пуласлăхӗшӗн ӗçлетпӗр, культура аталанăвӗшӗн тăрăшатпăр. Шăпах тăванлăх пӗлтерӗшӗллӗ наципе культура мероприятийӗсенче тӗвӗленекен «килӗшӳ», «пӗрлӗх», «кăмăл-сипет»...

Тăван Çӗршыв вăл чӗре пекех, унсăр çын пурăнаймасть. Эпир, Тутарстан чăвашӗсем, çак çӗр çинче тарăн тымар янă. Несӗлсен йăлисене манмасăр паянхи куна çити хамăр авалхи чӗлхене илсе çитертӗмӗр. Тӗрлӗ халăхсен туслă çемйинче эпир тăван республика пуласлăхӗшӗн ӗçлетпӗр, культура аталанăвӗшӗн тăрăшатпăр.
Шăпах тăванлăх пӗлтерӗшӗллӗ наципе культура мероприятийӗсенче тӗвӗленекен «килӗшӳ», «пӗрлӗх», «кăмăл-сипет» ăнлавсем ахаль сăмахсенчен обществона аталантаракан тӗп факторсем пулса тăраççӗ. Вӗсем нумай чӗлхеллӗ Тутарстанри пурнăçа туллирех туса ăс-хакăл çӗкленӗвне, туслăх тата патриотизм туйăмӗсене чăмăртану идейипе çыхăнтараççӗ. Вăйсене пӗрлештерсен - нумайрах çитӗнӳсем тума пулать.

Тăван çӗршывăн, халăхăн пуласлăхӗшӗн тăрăш­нă вăхăтра, çамрăк ăрăва аслисен йăлисене уп­рама вӗрентнӗ чухне эпир шăпах çак хăват çине таянмалла та: «Эпир пӗрле, эпир пултаратпăр!»
Кăткăс вăхăтра пурăннине пурте туятпăр. Тӗнчери лару-тăрăва та чечеклӗ теме çук. Эко­номика, политика, хăрушсăрлăх тӗлӗшӗнчен пирӗн çӗршыва çăмăл мар. Халăх хушшинче те тӗрлӗрен пулать. Наципе культура обществин ӗçӗнче пӗр-пӗрне ăнланманнине, ăмсаннине, тӗркӗшнине хыçа хăварса пирӗн те йăнăшсемсӗр ӗçлеме тытăнмалла. Çӗнӗ ертӳçӗсем суйлама вăхăт çитрӗ, автономи тытăмне вăйлатмалла.
Паян, республика пуçлăхӗсем наци атала­нă­вӗнче халăхсене пысăк тӗрев парса пынă вă­хăтра, пирӗн вăйсăр та сӳрӗк пулма ниепле те юрамасть. Унсăрăн эпир халăх вӗрентӗвӗнче тата ытти сферăсенче кая юлса пыма тытăнатпăр. Ӳсекен ăрăва халăх пӗлӗвне кирлӗ чухлӗ пани çеç вăл е ку нацин пурнăçне малалла тăсаять. Çакна шута илсе хамăр пуласлăхшăн пӗрле канашласа, чăмăртанса ырă кăмăлтан тăрăшасчӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: