Сувар

Паян мар-тăк, ыран кая юлать

(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстанри чăваш çыравçисен 4-мӗш съездӗнче çыравçăсемпе таврапӗлӳçӗсене хăйсен яланхи ыратăвӗнчен - ӗçӗсене пичетлесе кăларассинчен - ытлах тăван чӗлхе шăпи хумхантарчӗ. Ку ыйту тавра калаçу нумай пычӗ. Тăван чӗлхе ыйтăвӗ çыравçа хумхантармасан тӗлӗнмелле те пулатчӗ-тӗр. Хальхи вăхăтра шкулсенче тăван чӗлхене вӗрентесси пирки пыракан тавлашусем чăнах та хумхантараççӗ....

(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстанри чăваш çыравçисен 4-мӗш съездӗнче çыравçăсемпе таврапӗлӳçӗсене хăйсен яланхи ыратăвӗнчен - ӗçӗсене пичетлесе кăларассинчен - ытлах тăван чӗлхе шăпи хумхантарчӗ. Ку ыйту тавра калаçу нумай пычӗ. Тăван чӗлхе ыйтăвӗ çыравçа хумхантармасан тӗлӗнмелле те пулатчӗ-тӗр. Хальхи вăхăтра шкулсенче тăван чӗлхене вӗрентесси пирки пыракан тавлашусем чăнах та хумхантараççӗ. Кунта вӗт сăмах тăван чӗлхе вӗрентекенӗсем ӗçсӗр юлни пирки кăна мар, ăрусен çыхăнăвӗ ӗмӗрлӗхе татăлас хăрушлăх пысăкки. Шел те, хальлӗхе чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсем çак йывăрлăхра хăйсем кăна. Вӗсене нихăш енчен те пулăшу çук. Çакăн çинчен Нурлатри ЧНКЦ ертӳçи Г.Терентьева, Çырчаллинчи таврапӗлӳçӗ Е.Илюхин тата Чăваш Майна ялӗнчи М.Константиновпа Нурлатри И.Павлов (Актай) çыравçăсем тухса калаçрӗç. Çыравçăсем ыйтăва ырана хăварма юраманнине палăртса ТР ЧНКАпа пӗрле çывăх вăхăтрах ТР Вӗрентӳпе наука министерствине çыру хатӗрлеме йышăнчӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: