Сувар

Пирӗн хӗрсем тӗрӗксен ылтăнӗ

( Майя Игнатьева. Ксения Романова сăнӳкерчӗкӗ).Октябрӗн 5-9-мӗшӗсенче Хусанта II Пӗтӗм Раççейри тӗрӗк çамрăкӗсен «Тӗрӗксен ылтăнӗ» форумӗ ӗçлерӗ. Унăн тӗллевӗ - халăхсен хутшăнăвӗсене çирӗплетесси, тӗрӗк çамрăкӗсене хăйсене пӗр-пӗр ӗçре тупма пулăшасси, Раççей халăхӗн культурине тӗрӗк халăхӗсен культурăпа истори эткерлӗхне тӗпчесе, упраса тата аталантарса пахалатасси. Мероприятие çӗршывăн 14 субъектӗнчен 150 делегат -...

( Майя Игнатьева. Ксения Романова сăнӳкерчӗкӗ).Октябрӗн 5-9-мӗшӗсенче Хусанта II Пӗтӗм Раççейри тӗрӗк çамрăкӗсен «Тӗрӗксен ылтăнӗ» форумӗ ӗçлерӗ. Унăн тӗллевӗ - халăхсен хутшăнăвӗсене çирӗплетесси, тӗрӗк çамрăкӗсене хăйсене пӗр-пӗр ӗçре тупма пулăшасси, Раççей халăхӗн культурине тӗрӗк халăхӗсен культурăпа истори эткерлӗхне тӗпчесе, упраса тата аталантарса пахалатасси.

Мероприятие çӗршывăн 14 субъектӗнчен 150 делегат - наци хутшăнăвӗсемпе, уйрăмах тӗрӗк çамрăкӗсемпе çыхăннă проектсене пурнăçлакан çамрăксен тата студентсен ушкăнӗсен хастарӗсем - хутшăнчӗ. Чи йышлă делегаци тутарстансенчен тăчӗ, пурӗ 60 çамрăк. Сăмах май, кашни делегат форума килес умӗн хăйӗн проектне хатӗрлесе суйлав тапхăрӗ урлă тухнă.

Раççей шайӗнчи форумран чăваш çамрăкӗсем те юлмарӗç, Тутарстан делегацийӗнче вӗсем виççӗн пулчӗç - Хусанти федераллă университетăн IVкурс студентки, Универсиада ялӗн Студентсен ассоциацийӗн хастарӗ Ксения Романова (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми), Хусанти медицина университечӗн III курс студентки Анастасия Ильина (Аксу районӗ, Савгачево), Хусанти энергетика университечӗн III курс студентки Анастасия Илюхина (Аксу районӗ, Çирӗклӗ ялӗ). Виççӗшӗ те ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнӗн хастарӗсем.

Форума лекес тӗллевпе кашнийӗ маларах хăйӗн проектне тăратса суйлав урлă тухнă пулсан, форумра чи лайăх, хальлӗхе чи хатӗр проектсене тепӗр хут хӳтӗлерӗç. Ксения Романова та хăйӗн «Этнофестиваль» проекчӗпе пысăк аудитори умне тухса паллаштарма тивӗçрӗ. Проекта темиçе çул каяллаУниверсиада ялӗн Студентсен ассоциацийӗнче пуçарса янă. Ăнăçлă ӗçлет. Призерсен шутне хальхинче кӗреймерӗ пулсан та, Ксения пăшăрханмасть, çак проекта вăл лайăхлатса, анлăлатса Тутарстан шайне кăларма ӗмӗтленет.

  • Питӗ кăмăла кайрӗ кăçалхи форум. Пӗлтӗр пӗрремӗш хут Ӗпхӳ хулинче иртнӗччӗ вăл, делегатсен шучӗ самай пысăкрахчӗ. Çапах та кăçалхи интереслӗрех пулчӗ. Тухăçлă ӗçлерӗмӗр форумра. Хавхаланса, çунатланса таврăнтăмăр унтан. Калаçса тăранма çук делегат-çамрăксемпе. Вӗсем мӗнле ăслă, маттур, тӗллевлӗ, пурнăçра хăйсене мӗн кирлине лайăх пӗлеççӗ. Пилӗк кун хушшинче питӗ туслашрăмăр. Кашнийӗ çывăх тăван пек, уйрăлма йывăрччӗ. Малашне те çыхăнăва татмăпăр, социаллă сетьсем урлă çыхăнсах тăрăпăр. Тепӗр çул та çӗнӗ проект хатӗрлесе форума хутшăнма кăмăл пур, - терӗ Ксения.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: