Сувар

Пирӗн пуласлăх – çамрăксенче!

Финляндире май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа 18-мӗшӗччен иртекен Taitaja-2017 наци чемпионатӗнче хутшăннă ентешӗмӗр Федор Шадрин хамăрăн республикăна таврăннă. КХТИ çумӗнчи колледжăн 3-мӗш курсри вӗренекенӗ «Печатные технологии в прессе» компетенцинче тупăшнă. Вăл компетенци тӗрлӗ модульсене пӗрлештерет: офсет тата цифраллă пичет, касакан тата çыпăçтаракан машина тата ыттисем те. «Тупăшуçăсем вăйлăччӗ, çапах манран вăйлăрах...

Финляндире май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа 18-мӗшӗччен иртекен Taitaja-2017 наци чемпионатӗнче хутшăннă ентешӗмӗр Федор Шадрин хамăрăн республикăна таврăннă. КХТИ çумӗнчи колледжăн 3-мӗш курсри вӗренекенӗ «Печатные технологии в прессе» компетенцинче тупăшнă. Вăл компетенци тӗрлӗ модульсене пӗрлештерет: офсет тата цифраллă пичет, касакан тата çыпăçтаракан машина тата ыттисем те.
«Тупăшуçăсем вăйлăччӗ, çапах манран вăйлăрах мар», - тесе кулкалать Федор. «Анчах «Полиграфия» енӗпе лидерсенчен пӗри Финлянди сборнăйӗ шутланнине палăртса хăвармалла. Кашни хутшăнакан - финчӗ, урăх çӗршывсенчен килнӗ çынсенчен мансăр пуçне тата Эстонирен çеç килнӗ. Кашни хăйӗн ӗçне тӗплӗн, паха тăваççӗ. Лаптăкра конкуренци туйăмӗ палăрмарӗ.
Унсăр пуçне халăхсен хушшинчи ăмăртусенче Раççейри хутшăнакансем чӗлхе барьерӗпе тӗлпулаççӗ. Çавна кура эпӗ сборнăйне лекнӗ хыççăнах, мана хушма акăлчан урокӗсене лартса пачӗç. Çавăнпа чӗлхе барьерне эпӗ иртме пултартăм. Пысăк проблемăсем сиксе тухмарӗç», - тесе каланă çамрăк.
Раççей сборнăйӗнчи 5 çынран пӗри пирӗн 19-ти Федор пулни те кăмăллă. Халь вăл тăрăшса вӗренет, Раççейе WorldSkills-ăн пӗтӗм тӗнчери тапхăрӗнче хӳтӗлеме хатӗрленет. Çамрăкăн сăмахӗсем тăрăх, тренировкăсене вăл Хусанти издательствăсемпе типографисенче ирттерет.
Ăмăртăвăн тӗнчери тапхăрӗ Абу-Дабире октябрь уйăхӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен иртет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: