Сувар

Пӗрремӗш экологи сплавӗ

Май уйăхӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа майăн 9-мӗшӗччен Вырăс географи обществи пысăк мероприяти ирттернӗ. Пӗрлешӗвӗн пайташӗсем 4 кунлă экологи ишевӗ - сплав ирттернӗ. Çак пулăм хăвăрт юхакан Иж юханшывӗнче пулнă. Географи обществи Тутарстанра Экологи çулталăкӗн шайӗнчи пӗрремӗш акци ирттерни пӗлтерӗшлӗ. Экологи сплавӗ Удмурт Республикин Яган поселокӗнчен пуçланса Тутарстан Республикин Агрыз районӗнчи Назяр...

Май уйăхӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа майăн 9-мӗшӗччен Вырăс географи обществи пысăк мероприяти ирттернӗ. Пӗрлешӗвӗн пайташӗсем 4 кунлă экологи ишевӗ - сплав ирттернӗ. Çак пулăм хăвăрт юхакан Иж юханшывӗнче пулнă. Географи обществи Тутарстанра Экологи çулталăкӗн шайӗнчи пӗрремӗш акци ирттерни пӗлтерӗшлӗ.

Экологи сплавӗ Удмурт Республикин Яган поселокӗнчен пуçланса Тутарстан Республикин Агрыз районӗнчи Назяр ялӗнче вӗçленнӗ. Маршрут тăршшӗ 65 километр пулнă. Пурӗ ишеве 16 çын хутшăннă. Маршрута вӗсем байдаркасемпе иртнӗ. Ишӗвсӗр пуçне хутшăнакансем тӗл-тӗл чарăнса çӳпӗ-çапă та пуçтарнă. Маршрут вӗçӗнче экологи акцине РТ МЧС ӗçченӗсем те хутшăннă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: