Сувар

Пӗтӗм чăваш диктантне çыратпăр-и?

Чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ апрелӗн 24-мӗшӗнче «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ» акци ирттернине,...

Чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ апрелӗн 24-мӗшӗнче «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ» акци ирттернине, диктанта тӗрлӗ регионти ял-хуласенче пурăнакан чăвашсем çырассине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ.

Сайт хыпарланă тăрăх, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хальхи вăхăтра кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттерет. Текстра 160-а яхӑн сӑмах пулмалла. Вӗсене ҫырупа е электронлӑ почтӑпа ярса памалла.

Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26; e-mail: human2000@yandex.ru. Институт адресӗ: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 29/I, ЧПГӐИ. (Сăнӳкерчӗк https://chuvash.org сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: