Сувар

Пулас килет каллех ман çамрăк

Шупашкарта Тутарстанран куçса килнӗ чăвашсем нумай пурăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри - Анна Алексеевна Кузьмина (Урметова). Вăл Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ, унтах качча кайнă, ултă ача çуратнă. 1979 çултанпа вара çемйипе Шупашкарта пурăнать. 38 çул ытла! Ачисем тахçанах ӳссе çитӗннӗ ӗнтӗ, çемьеллӗ, ача-пăчаллă пулнă, кашнин хăйӗн пурнăç, шăпи. Пурнăç кустăрми...

Шупашкарта Тутарстанран куçса килнӗ чăвашсем нумай пурăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри - Анна Алексеевна Кузьмина (Урметова). Вăл Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ, унтах качча кайнă, ултă ача çуратнă. 1979 çултанпа вара çемйипе Шупашкарта пурăнать. 38 çул ытла! Ачисем тахçанах ӳссе çитӗннӗ ӗнтӗ, çемьеллӗ, ача-пăчаллă пулнă, кашнин хăйӗн пурнăç, шăпи. Пурнăç кустăрми малалла чупать…

Ватлăх кунӗнче (халь вăл çитмӗл виççӗпе пырать) савăнса кăна пурăнмалли юлнă ӗнтӗ Анна Алексеевнан. Савăнмалли-мухтанмалли чăнах та пур-ха унăн. Анчах, хăй каланă тăрăх, чун вăхăт-вăхăтпа вăркама тытăнать, чӗре хыттăнрах тапать, пулни-иртнисем, тус-тантăшсем куç умне тухса тăраççӗ, алă вара хутпа кăранташ патнелле туртăнать…

Ҫакăн пек самантсенче çуралнă та ӗнтӗ эсир халь вулакан сăвă…

Николай БАХТИНОВ, Чăваш патшалăх педагогика университечӗн доценчӗ, социологи наукисен кандидачӗ.

Асран кайми юратнă ялăм!

Нихçан манми тăван Элшел!

Ăçта кăна-ши эп пулмарăм -

Сана пуçран эп вӗçертмен.

Эп çакăнта çуралнă, ӳснӗ,

Сывланă ял сывлӑшӗпе.

Тантăшсемпе вăййа çӳренӗ,

Тӗл пулнă чунăм савнипе…

Ӳссе çитсен ялтан эп кайрăм,

Чуптурăм ватă аннене.

Мӗнех тăван - пӳрни çапла-тăр,

Кайма тӳр килчӗ инçете.

Çук, ӳкӗнместӗп эпӗ уншăн -

Кашни этемӗн хăй шăпи.

Çӗн вырăнта телей эп тупрăм,

Анчах пуçран тухмасть иртни…

Пуçран тухмасть анне сăнарӗ,

Атте кӗрет ман тӗлӗке.

Вӗсем манран: «Ӑçта эс кайрăн,

Нюра?» - тесе ыйтаççӗ пек…

Халь ман кӗтес - Чăваш çӗршывӗ,

Шап-шурă савнă Шупашкар.

Ачи-пăчи, мăнукӗ-хӗрӗ…

Анчах чунра çеç лăпкă мар.

Пулас килет каллех ман çамрăк,

Чупас килет çара уран

Ух-хир, çаран, вăрманлăх урлă

Хавхаланса пур кăмăлтан.

Итлес килет хӗвел тухсассăн

Сар кайăксем юрланине,

Каçпа, тавралăх шăплансассăн -

Куккукăн лăпкă сассине.

Курас килет пӗрле вӗреннӗ,

Пӗрле çӳренӗ туссене.

Пуçтарăнса каясчӗ пирӗн

Шыва кӗмешкӗн Сӗвене.

Хӗпӗртесех çырла пухасчӗ,

Татасчӗ тӗрлӗ чечексем.

Ир пуличченех калаçасчӗ,

Юрласчӗ çепӗç юрăсем…

…Çапла пуçа ман çавăраççӗ

Тем тӗрлӗ шухăш-ӗмӗтсем.

Ман мӗн тăвас? Çынна туртаççӗ

Тахçан çуралнă вырăнсем.

Пӗлетӗп - çамрăклăх килеймӗ.

Пӗлетӗп - ватлăх ман умра.

Анчах яла кайса килмесӗр

Лăпланаймастăп чунăмпа.

Тăван Элшел! Эс маншăн сывлăш,

Ман чун уççи, эс ман эмел.

Чӗре тапать пулсан - эп манмăп

Сана, юратнă ял Элшел!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: