Сувар

Пушкăртстанри наукăпа практика конференцине хутшăнма Шупашкар юрăçсене янă

Пушкăртстанра Николаев вулавӗсем иртрӗç. Нумай çул «Газпромра» пуçлăх пулса ӗçленӗ Хурамал чăвашӗ Василий Николаев пенсие тухсан хăйне валли интереслӗ аппалану тупать. Вăл чăваш халăхӗн историпе культура еткерлӗхне тӗпчеме тытăнать. «Килте çитӗнтернӗ» нумай историк пек кăмака умӗнче ларса мар, архивсенче, археологи тӗпчевӗсенче шырарӗ халăх тымарне. Ют çӗршывсенех çитрӗ. Нумай инетереслӗ кӗнеке...

Пушкăртстанра Николаев вулавӗсем иртрӗç. Нумай çул «Газпромра» пуçлăх пулса ӗçленӗ Хурамал чăвашӗ Василий Николаев пенсие тухсан хăйне валли интереслӗ аппалану тупать. Вăл чăваш халăхӗн историпе культура еткерлӗхне тӗпчеме тытăнать. «Килте çитӗнтернӗ» нумай историк пек кăмака умӗнче ларса мар, архивсенче, археологи тӗпчевӗсенче шырарӗ халăх тымарне. Ют çӗршывсенех çитрӗ. Нумай инетереслӗ кӗнеке кăларма ӗлкӗрчӗ вăл. Шел, сывлăхӗ нумайлăха çитмерӗ. Анчах туса хăварнă ӗçӗсем мăнаçланмалăх пур.

Конференцие йӗркелекенсен пӗри, Юрий Леонтьев пӗлтернӗ тăрăх, вулавсенчи темăсем тӗрлӗрен: халăхсем хушшинчи культурăллă хутшăнусем, тăван чӗлхепе литературăна вӗрентессинчи инновацилле меслетсем, чăваш халăхӗн историне тӗпчесси, Тăван енӗн искусствăпа культура еткерлӗхне упраса хăварассинчи çитӗнӳсем тата ытти те. Çавăнпа та пленарлă пайӗ пуçланиччен малтан пухăннисем тӗрлӗ секцире ӗçлерӗç.
Вулавсене Пушкăртстанри тӗпчевçӗсемсӗр пуçне Тутарстан тата Тӗмень облаçӗн представителӗсем хутшăнчӗç. Шел пулин те Шупашкартан артистсем кăна килнӗччӗ.

Реклама

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: