Сувар

Раççей хăйӗн поэчӗпе сывпуллашать

Паян Мускав хулинче Евгений Евтушенкăпа сывпуллашаççӗ. Церемони хулари литераторсен çуртӗнче иртет. Поэт тупăкне Пысăк зал сценин варрине вырнаçтарнă, - тесе пӗлтерет ТАСС. Аса илтеретпӗр, Евтушенко апрелӗн 1-мӗшӗнче 84 çулта Америкăра вилсе кайнă. Ывăлӗ Евгений Евтушенко-кӗçӗннин сăмахӗсем тăрăх, ашшӗ юлашки çулсенче рак чирӗпе асапланнă. Граждан панихиди 11 сехетре пуçланнă. Ертсе пыраканӗ...

Паян Мускав хулинче Евгений Евтушенкăпа сывпуллашаççӗ. Церемони хулари литераторсен çуртӗнче иртет. Поэт тупăкне Пысăк зал сценин варрине вырнаçтарнă, - тесе пӗлтерет ТАСС. Аса илтеретпӗр, Евтушенко апрелӗн 1-мӗшӗнче 84 çулта Америкăра вилсе кайнă. Ывăлӗ Евгений Евтушенко-кӗçӗннин сăмахӗсем тăрăх, ашшӗ юлашки çулсенче рак чирӗпе асапланнă.
Граждан панихиди 11 сехетре пуçланнă. Ертсе пыраканӗ Совет тата Раççей литература критикӗ, А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн профессорӗ Евгений Сидоров.
Траур церемонийӗ хыççăн Евгений Евтушенкона Переделкинори масарӗнче пытарӗç.


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: