Сувар

Раштав уявӗпе «Салам» саламлать

Хӗллехи каникулсенче канса ывăннă чăвашсем ыранхи ӗç эрнине хатӗрленеççӗ пулмалла, урăхла пулсан вӗсем Горкински-Ометьево паркӗнчи «Салам» фольклор ансамблӗн концертне хаваспах килнӗ пулӗччӗç. Çак площадкăра азербайджан, таджик, армян, украин, кăркăс, вырăс чӗлхипе сăвăсесмпе юрăсем янăранă ӗнтӗ, черетре авалхи пăлхарсен чӗлхи. «Салам» ансамбль репертурарӗнче анатри чăвашсен юррисем нумай. Çак ансамбле 15 çул...

Хӗллехи каникулсенче канса ывăннă чăвашсем ыранхи ӗç эрнине хатӗрленеççӗ пулмалла, урăхла пулсан вӗсем Горкински-Ометьево паркӗнчи «Салам» фольклор ансамблӗн концертне хаваспах килнӗ пулӗччӗç.
Çак площадкăра азербайджан, таджик, армян, украин, кăркăс, вырăс чӗлхипе сăвăсесмпе юрăсем янăранă ӗнтӗ, черетре авалхи пăлхарсен чӗлхи. «Салам» ансамбль репертурарӗнче анатри чăвашсен юррисем нумай. Çак ансамбле 15 çул ЧНКА Ӗçтăвкомӗн секретарӗ Светлана Садыкова ерте пырать.

Шел пулин те раштав сиввисем чăваш тумӗн илемне кăтартма май паман. Çапах та çак кун «Салам» ансамбльпе пӗрле сцена çине чăваш яш-кӗрӗмӗ те тухнă. Хусанти чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗн хастарӗсем 3 юрă юрланă, сăвăсем каланă.
Анастатия Павлова сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: