Сувар

Республикăра пӗрремӗш хут принтертан кăларнă алă лартнă (видео)

Тутарстанра пӗрремӗш хут Çырчаллинчи хӗре 3D-⁠принтертан кăларнă алă протезне лартнă. Çырчаллинчи КФУ филиалӗнче вӗренекен 23-ри Гульназ Насибуллина 2016 çулта май уйăхӗнче çăкăр заводӗнче сылтăм аллине çухатнă иккен. «Сколково» базинче «Моторика» компанийӗ шутласа кăларнă «Киби» алă сыппи протезне кăларасси тата лартасси енӗпе ФГУП «Хусанти протезпа-⁠ортопеди предприятийĕ» ӗçлет. Унта ятарлă 3D-⁠печатьпе усă...

Тутарстанра пӗрремӗш хут Çырчаллинчи хӗре 3D-⁠принтертан кăларнă алă протезне лартнă. Çырчаллинчи КФУ филиалӗнче вӗренекен 23-ри Гульназ Насибуллина 2016 çулта май уйăхӗнче çăкăр заводӗнче сылтăм аллине çухатнă иккен.

«Сколково» базинче «Моторика» компанийӗ шутласа кăларнă «Киби» алă сыппи протезне кăларасси тата лартасси енӗпе ФГУП «Хусанти протезпа-⁠ортопеди предприятийĕ» ӗçлет. Унта ятарлă 3D-⁠печатьпе усă курса чи йывăр элементсене туса кăлараяççӗ, синкерлĕ пулăмсенче пулăшма тăрăшаççӗ. Принтертан тухнă алăпа хӗр йӗппе çип те кӗртме пултарӗ тесе пӗлтернӗ производительсем.

Протеза усă курмашкăн тӗп требованисенчен пӗри - ал сыппине е хулпуççи сыппине хусканулăхне сыхламалли. Проект тăвассипе протезне туса кăларассин срокӗ 10-15 кун анчах. Хакӗ вара расна: алă сыппи (3 çултан лартма юрать) 100 пине яхăн, хулпуççи (2 çултан лартма юрать) 150 пине те çитме пултарать. «Моторика» компанийӗ протезсен хакӗсене РФ Социаллă страховани фондчӗн компенсаципе тӳр килтер тесе тăрăшать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: