Сувар

Рок-н-ролл сывă!

Паян питӗ кăсăклă тата хăйне евӗрлӗ уяв - пӗтӗм тӗнчери рок-н-ролл кунӗ. Ăна кашни çул апрелӗн 13-мӗшӗнче паллă тăваççӗ. Анчах та истори тӗлешӗнчен пăхсан, ку уява апрелӗн 12-мӗшӗнче паллă тумалла, мӗншӗн тесен рок-н-ролл никӗсӗ Билл Хейли «Rock Around The Clock» синглран пуçланса кайнă. Вăл ăна шăпах 1954 çулăн апрелӗн 12-мӗшӗнче...

Паян питӗ кăсăклă тата хăйне евӗрлӗ уяв - пӗтӗм тӗнчери рок-н-ролл кунӗ. Ăна кашни çул апрелӗн 13-мӗшӗнче паллă тăваççӗ. Анчах та истори тӗлешӗнчен пăхсан, ку уява апрелӗн 12-мӗшӗнче паллă тумалла, мӗншӗн тесен рок-н-ролл никӗсӗ Билл Хейли «Rock Around The Clock» синглран пуçланса кайнă. Вăл ăна шăпах 1954 çулăн апрелӗн 12-мӗшӗнче çырнă. Шăп çак рок çӗнӗ музыка енӗ пулса тăрать те, пӗтӗм континент тăрăх сарăлса паллă пулса тăрать.
Пирӗн çӗршывра хӗвеланăç енчи музыка витемне пула вырăс рокӗ 20 ӗмӗрте çуралать. Вăл вăхăтри чи пӗрремӗш рок ушкăнӗсене Александр Градский йӗркеленӗ: «Сокол», «Скифы», «Скоморохи», «Славяне».
«Камшăн рок-н-ролл чăн пурнăç стилӗ пулса тăнă пулсан, паян уявлама пултаратăр», - тет «Хусан чăвашӗсем» рок-ушкăнăн ертӳçи Алексей Наумов.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: