Сувар

Салтак çырнă виçкӗтеслӗ çырусем

Аслă Çӗнтерӳ уявӗ çывхарнă май Тутарстанри архивсен ӗçченӗсем пысăк курав валли фронтри çырусене пухса хатӗрленӗ. Вăрçăран çырнă çырусем хӗвелпе куççульсенчен тӗссӗрленнӗ пулсан та вӗсем паттăрлăха кăтартакан паха хутсем пек хисепленеççӗ. Çырусене кăранташпа та чернилпа та хут, открытка, çар хучӗсем çинче çыркаланă. Вӗсене тăванӗсене, юлташӗсене, пӗрле ӗçленӗ çынсене, влаçрисене, хаçат редакцийӗсене...

Аслă Çӗнтерӳ уявӗ çывхарнă май Тутарстанри архивсен ӗçченӗсем пысăк курав валли фронтри çырусене пухса хатӗрленӗ. Вăрçăран çырнă çырусем хӗвелпе куççульсенчен тӗссӗрленнӗ пулсан та вӗсем паттăрлăха кăтартакан паха хутсем пек хисепленеççӗ. Çырусене кăранташпа та чернилпа та хут, открытка, çар хучӗсем çинче çыркаланă. Вӗсене тăванӗсене, юлташӗсене, пӗрле ӗçленӗ çынсене, влаçрисене, хаçат редакцийӗсене янă.

ТР Патшалăх архивӗнче Тутарстан Республикин çыравçисемпе поэчӗсен çырăвӗсем сыхланса юлнине те палăртса хăвармалла. Вӗсен шутӗнче Муса Джалилӗн, Атилла Расихăн, Ахмет Исхакăн тата ыттисен çырăвӗсем пур. Хальлӗхе архивсенче 3,5 пине яхăн фронтри ал çырусем упранаççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: